Феодор Философ Пăлхарсем (Шуратăлсем)
Феодор Философ Бо́лгарский (Камский) (çулçыравĕнче – Феодор Иерусалимлянин; ? — ака, 21, 1323, Пăлхар) — купса, Вырăс православи чиркĕвĕн сăвапли, асапланçă.
Акан 21-мĕшĕнче (Юлий календарĕпе) — вилнĕ кунĕнче — асăнаççĕ.
Пулса тухни, ĕçлени
тӳрлетПуян купса пулнă, Атăлçи хулисенче сутă-илӳ тунă.
Феодорăн витлев ячĕ – Иерусалим çынĕ (выр. Иерусалимлянин). Вăл Сăваплă Çĕрте е Висантире çуралнă, пулас.
Витлев урăх ячĕ – Философ – Феодор ăслă, пĕлӳллĕ çын пулнине, христос тĕнне çирĕп тытнине, Сăваплă Çырнине пĕлнине кăтартнă.
Асапланса вилни
тӳрлет1323 çулхи акан 21-мĕшĕнче Феодор Иерусалимлянин Пăлхара сутăç ĕçĕпе çитнĕ, унта ĕненӳ пирки вырăнти мăсăльманпа тавлашăва кĕнĕ. Ислам тĕнне тытакан çын сăмахпа çĕнтерейменнипе купсана вĕлернĕ.
Того же лета в Болгарех, иже на Волзе и Каме, замучиша некоего христианина Иерусолимлянина, гостя суща, много богатьства имуще, и много философии изучена, именем Феодора; и пряшеся с ними о вере, они же окаании не стерпеша своего поругания, замучиша его за православную веру христьаньскую, месяца Апреля 21 день.
— Летописный сборник, именуемый Патриарщею или Никоновскою летописью
Пĕр версипе, ислам тĕнне йышăннă Ылтăн Урта ханĕ Узбек христиансене хĕстерме тытăннă, ислама патшалăхри тĕн тума тытăннă, çавăнпа та вырăнти халăх тĕне пирки хĕрсе кайнă. Çакăнпа хавхаланнă пăлхарсем Феодора ярса илнĕ те Христосран хăтăлма ыйтнă, анчах та килĕшменнине пула тата мăсăльмансене хирĕç каланипе, ăна асаплантарса вĕлернĕ.[1]
Асăрхавсем
тӳрлетÇăлкуçсем тата литература
тӳрлет- Летописный сборник, именуемый Патриарщею или Никоновскою летописью// Полное собрание русских летописей, изданное по Высочайшему повелению Археографическою коммиссиею. – Том десятый. – Санкт-Петербург: Типография министерства внутренних дел, 1885. – С.с. 188 – 189.
- Борисов Н. С. Иван Калита
- Евсеева Л. М., Кочетков И. А., Сергеев В. Н. Живопись древней Твери// Православие и современность (Информационно-аналитический портал Саратовской епархии Русской Православной Церкви)
- Житие святого мученика Феодора Философа, Болгарского (Камского)// Православие в Татарстане (Информационно-просветительский сайт Казанской епархии Московского Патриархата Русской Православной Церкви)