Урак (патшалăх)
Урак — авалхи Сăкăт патшалăхне никĕсленĕ легендарлă патша.
Истори ĕçĕсем
тӳрлетСăкăт патшалăхне пирĕн эрăччен X-VIII ĕмĕрсенче Вăтам Азире вăй илсе чăмăртанма пуçланă. Хальхи историре ăна Согд, Согда е Согдиана тесе палăртаççĕ. Сăкăт тениех пулать ĕнтĕ.
"Эта прелестнейшая страна на Божьей земле, богатая деревьями, изобилующая реками, оглашаемая пением птиц, -
çырнă Сăкăт Элĕ пирки хăй вăхăтĕнче Аль-Мугдаси.
-Весь Согд, словно плащ из зеленой парчи с вышитыми голубыми лентами проточной воды и украшенной белыми замками, домами..."
Сăкăт йăхĕсем чăваш этносĕн пĕр пайĕ. Сăкăт йăхĕсем пин-пин çул каялла чăваш йăхĕсемпе юнашар пурăннă, сутă-илӳ тунă, хĕр парса хĕр илнĕ, кӳршĕлĕхе чыслă-тăванлă тытнă. Урак ертсе пынипе вĕсем питĕ вăйлă патшалăх чăмăртанă. Тен, ун чухне вĕсен патшалăхне чăваш йăхĕсем те кĕнĕ пулĕ... Урак патша ăратĕнчи темиçе ят историре упранса юлнă - Саксар, Ярхун, Яркуль, Таркун, Апруй... Сăкăтсен пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтерекен аслă та чаплă культура пулнă. Сăкăтсем çинчен паллă тĕпчевçĕсем мĕн çырнине пăхса тухса Ю. А. Алескеров хăйĕн 1976 çулта Ташкентра пичетленнĕ "Самарканд" кĕнекинче вĕсене ахальтен мар ĕнтĕ çапла хак парать: "Согдийцы пользовались известностью искуссных земледельцев и ремесленников, предприимчивых купцов, талантливых музыкантов и танцоров".
Авалхи чăваш йăхĕсемпе сăкăтсен çыхăнăвĕ çинчен А. А. Трофимов тĕпчевçĕ те хăйĕн "Народные женские украшения" ĕçĕнче питĕ тĕплĕ çырать. Ку тĕпчев ĕçĕ "Бытовая культура чувашей" (1985) кĕнекере пичетленнĕ:
"Согдийское искусство с его стилевыми направлениями, с миром образов, канонами составляют отдельную самостоятельную школу. С ней, по-видимому, и следует связывать один из длительных этапов истории искусства предков чувашей до прихода их на Северный Кавказ и Среднюю Волгу, -
çырать А. А. Трофимов.
- Об этом свидетельствуют не только сходства, обнаруживаемые в орнаментации костюмов, украшениях, головных уборах, но и само название племени булгар, которые, как стало известно, жили в этих районах. Так, О. И. Смирнова отмечает, что надчекан "булгар" содержится на многих эфталитских монетах, а также на тюрко-согдийской монете, найденной на Пенджикенском городище".
Малалла А. А. Трофимов çапла çырать:
"Этот факт еше раз доказывает правомерность постановки вопроса о существовании тесных и продолжительных контактов предков чувашей с согдийцами, а также с индоиранской культурой. Это же подтверждается и существованием топонимов на территории современной Чувашии и Татарии (Сăкăт, Хурасан, Муркаш, Марка, Бахтиар, Арапуç, Курпаши, Супар и многие другие), идентичных с названиями населенных пунктов, рек, отдельных царств, некогда процветавших в пределах Северного Ирана, юга Средней Азии (Согдиана — Согд — Сугд, Маргиана — Муру — Маргус, Бактриана — Бактрис — Бахгди, Хорасан — Корассан, Ариана, Ара, Кур, Кура и другие). Некоторые из этих названий встречаются и на Кавказе. Представляет интерес и тот факт, что в Хорасане существовало озеро Суваров..."
Çавăнпа та Сăкăт патшалăхне никĕслекенĕ легендарлă Урак патша чăвашсен сĕм мăн аслашшĕ пулать темелле.
Вуламалли
тӳрлет- Ю. А. Алескеров, "Самарканд", Ташкент, 1976.
- Юхма Мишши, "Авалхи чăвашсем", Шупашкар, 1996.