Хурасан (фарси خراسان — Xorâsânхĕвел сăмах пулать) — историллĕ облаç, Тухăç Иранра вырнаçнă. «Хурасан» ячĕпе Сасанидсем тапхăрĕнчĕнех палăрса тăрать.

Map showing the pre-2004 Хорасан çĕрĕ. Иран.
Map showing the pre-2004 Хорасан çĕрĕ. Иран.

Администрациллĕ пайлану

тӳрлет

Хурасан малтан Иранăн чи пысăк провинцийĕ шутланнă, кайран ăна виçĕ провинци çине (авăн, 29, 2004) пайланă. Вĕсен саккун тăвакан парламенчĕ (2004, çу, 18) тата Опекунсен Канашĕ (29 мая 2004):

Хурасан историйĕ

тӳрлет

Авал Мăн Хурасан хальхи Иранри, Афганистанри, Туркменири çĕрсене пĕрлештернĕ. Персин историллĕ хулисем Мăн Хурасанра вырнаçнă: Нишапур (халĕ Иранра), Мервпа Санджан (халĕ Туркменире), Герат (халĕ Афганистанра). Хăйĕн пуян историнче Хурасан нумай империсенчен (грексен, арапсен, сельджуксен, сефевидсен, афгансен тата ыттисенчен те) терт тӳснĕ : XIV-XV ĕмĕрсенче Хурасан тĕпчевпе ӳнерлĕх тĕпĕ пулнă. Кунта (ытларах Гератра) Лутфи, Джами, Алишер Навои, Фегани Баба, султан Хусейн Байкара (Хусайни ятпа çырнă) сăвăçсем, Бехзад ӳнерçĕ пурăннă.

Этнос ушкăнĕсем

тӳрлет

Хорасан тĕп этнос ушкăнĕ — персисем, анчах та, хăйĕн кăсăклă историне пула, кунта тĕрлĕрен халăх çыннисем: çурçĕр-анăçра — туркменсем, хурасан тĕрĕкĕсем; Боджнурдпа Качан таврашĕнче курдсем; тухăçра — теймурисемпе джемшидсем (чехер-аймаксен пĕрлĕхне кĕреççĕ]]), хăшĕсем халиччен те куçса çӳреççĕ (илятсем); кăнтăр-анăçра - хеидариссем; кăнтăр-тухăçра - белуджисем. Пысăк афган ушкăнĕ, юлашки çулсенче юнашар Афганистантан тарса килекенсенчен пуçтарăнать. Çавăн пекех монголсем, хурасан арапĕсем, чикансем тата еврейсем тĕл пулаççĕ.

Хурасан чĕлхисем: хурасан-тĕрĕк чĕлхи, перси чĕлхи тата курд чĕлхи.

Курмаллисем

тӳрлет

Хурасан пĕтĕм тĕнчипе шафранпа зерешок пылакĕсемпе палăрнă, çак çимĕçсене кăнтăрти хулисенче хатĕрлеççĕ. Пĕр çулта — 170 тоннă ытла пĕçереççĕ. Хурасан çапла тата чаплă ковёрсемпе те, Фирдоусипе Имам Реза пытарнă тупăкĕсемпе паллă.

Çав. пекех

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

Чăваш Хурасанĕпе Перси Хурасанĕ 2007 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.