Упа çырли
Упа çырли (тинкĕлĕ курăкĕ) - ялан симĕс тĕмсен çерçи хура тулă йышшисен йăхĕ. Çурçĕр тата Арктика тăрăхĕнче ӳсме хăнăхнă. Вулли çăр çинче тăсăлса 130 см таран ӳсет. Чечекĕсем шурă-кĕрен, турат вĕçĕнче çупкама пухăннă. Çу-утă уйăхĕсенче чечеке ларать. Хĕрлĕ çырли çĕртме-авăн уйăхĕсенче пиçет. Сайра хыр вăрманĕсенче, тĕмсем хушшинче, хăйăрлă тăпра çинче, нумай чух кĕтмелпе пĕрле ӳсет.
Сарăлни
тӳрлетÇурçĕр Америкăра,Çурçĕр Европăра, Çĕпĕрте, Тĕп Америкăри сăртсенче ӳсет. Чăваш Енте пĕр тĕс кăна тĕл пулать (Атăлăн сулахай енчи вăрманта, Чăваш вăрманĕ наци паркĕнче).
Усă курни
тӳрлетПӳре чирĕсене сиплеме çулçисене усă кураççĕ. Чечеке ларнă вăхăтра пуçтараççĕ. Унтан тунă чей йӳçĕ тутăллă, çутă симĕс тĕслĕ. Ăна ĕçнĕ вăхăтра тута типме пултарать, çăварта типĕ тăрать. Йывăр çынсене, кăкăр çитетекенсене тата 12 çула çитмен ачасене ĕçме хушмаççĕ. Тата упа çырлине сăрă тума, тирпе ăçлеме усă кураççĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Куданова З.М. Определитель высших растений Чувашской АССР. ЧебоксарыĂ Чуваш. кн.изд-во. 1965.с.128-129.
- Подымов А.И., Суслов Ю.Д. Лекарственные растения Марийской АССР. Йошкар-Ола:Марийское кн.изд-во.1975.с.18-19
Каçăсем
тӳрлет- «Mountain Nature».-Анăç Америкăри ӳсентрансем (акăлчанла) 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |