Умберто Эко
Умбе́рто Э́ко (итал. Umberto Eco; 5 кăрлач 1932, Алессандри, Итали - 19 нарăс 2016, Милан, Итали) — итал ăсчах-шухăшлавçи, вăтам ĕмĕрсен кун-çул тишкерӳçи, семиотика ăсти, çыравлăх тишкерÿçипе çыравçи.
Умберто Эко | |
![]() Умберто Эко, 2005 çул | |
Çуралнă чухнехи ят: | Umberto Eco |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1932, кăрлач, 5 |
Çуралнă вырăн: | Алессандри (хула), Итали |
Вилнĕ вăхăт: | 2016, нарăс, 19 |
Вилнĕ вырăн: | Милан, Итали |
Гражданлăх: |
![]() |
Ĕçлев тĕсĕ: | итал ăсчах-шухăшлавçи, вăтам ĕмĕрсен кун-çул тишкерӳçи, семиотика ăсти, çыравлăх тишкерÿçипе çыравçи |
Пултарулăх çулĕсем: | 1950-мĕш çулсем—1915 |
Тĕлĕ: | Реализм |
Ĕçсен чĕлхи: | итал |
Алпусни: |
![]() |
Пултару ĕçĕсем Викивулавăшра. |

Пурнăçĕ тӳрлет
Умберто Эко Туринпа юнашар Алессандринче (Пьемонтри пĕчĕк хула) çуралнă. Ашшĕ, Джулио Эко, бухгалтер пулса ĕçленĕ, каярах виççĕ вăрçăна хутшăннă. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Умбертопа амăшĕ, Джованна, Пьемонт тăвĕсен таврашĕнчи пĕчĕк яла пурăнма куçнă.
Ашшĕ, нумай ачаллă кил-йышран тухнăскер, ывăлне юрист ĕçне вĕрентесшĕн пулнă, анчах Умберто Турин университне вăтам ĕмĕр философипе çыравлăх уйрăмне вĕренме кĕрсе 1954-мĕш çулта ăнăçлăн вĕçленĕ. Вĕреннĕ вăхăтра Умберто атеист пулса тăрса Католици Чиркĕвне пăрахса тухнă.
Умберто Эко телекурăмра, чи пысăк «Эспрессо» хаçат (итал. L’Espresso) тишкерӳçи пулса ĕçленĕ, эстетикапа этеплĕх теорине Милан тата Флоренципе Турин университечĕсенче вĕрентнĕ. Болонья университечĕн профессорĕ. Нумай йышлă ют çĕршыв университечĕсен Хисеплĕ тухтăрĕ. Франци офицерĕсен Хисеплĕ легион Орденĕн пайташĕ (2003).
1962-мĕш çулхи авăн уйăхĕнче нимĕç ÿнер вĕрентекенĕ Рената Рамгепе мăшăрланнă. Унăн ывăлпа хĕр пур.
Хайлавĕсем тӳрлет
Романсем
- «Имя розы» (Il nome della rosa, 1980)
- «Маятник Фуко» (Il pendolo di Foucault, 1988)
- «Баудолино» (Baudolino, 2000)
- «Таинственное пламя царицы Лоаны» (La misteriosa fiamma della regina Loana, 2004)
- «Пражское кладбище» (Il cimitero di Praga, 2010)
Тишкерÿ ĕçĕсем тӳрлет
Вырăсла çак ĕçсем пичетленсе тухнă:
- «Эволюция средневековой эстетики» (Sviluppo dell’estetica medievale, 1959)
- «Открытое произведение» (Opera Aperta, 1962)
- «Поэтики Джойса» (Le poetiche di Joyce, 1965)
- «Отсутствующая структура. Введение в семиологию» (La struttura assente, 1968)
- «Как написать дипломную работу» (Come si fa una tesi di laurea, 1977)
- «Роль читателя. Исследования по семиотике текста» (Lector in fabula. La cooperazione interpretativa nei testi narrativi, 1979)
- «Искусство и красота в средневековой эстетике» (Arte e bellezza nell’estetica medievale, 1987)
- «Поиски совершенного языка в европейской культуре» (La ricerca della lingua perfetta nella cultura europea, 1993)
- «Шесть прогулок в литературных лесах» (Six Walks in the Fictional Woods, 1994)
- «Пять эссе на темы этики» (Cinque scritti morali, 1997)
Ытти ĕçсем тӳрлет
Умберто Эко — Джеймс Бондпа çыхăннă пур япалан паллă эксперчĕ. Ку темапа çак ĕçсем тухнă: итал. Il Caso Bond (англ. The Bond Affair), (1966) — Умберто Эко тÿрлетнĕ эссе пухăмĕ; англ. The Narrative Structure in Fleming, (1982).
- Вăл юмахсем те çырнă:
- итал. La bomba e il generale, 1966 (англ. The Bomb and the General).
- итал. I tre cosmonauti, 1966 (англ. The Three Astronauts).
- итал. Gli gnomi di Gnu, 1992.
- Вĕсене вырăсла «Три сказки» ятпа пĕр кĕнекере пухса пичетленĕ.
Пĕлме кăсăклă тӳрлет
Умберто Эко час часах Википедипе усă курать: «Çырнă çухне эпĕ кунне 30-40 хут ыйтса пĕлме Википедине кĕрсе тухатăп, мĕншĕн тесен ку чăнах та усăллă».
Хайлавĕсене экран çине кăларни тӳрлет
- Имя розы (фильм) (фильм, 1986, 128 мин.) — реж. Жан-Жак Анно.
Вуламалли тӳрлет
- Кнабе Г. С. Роман Умберто Эко «Маятник Фуко» и обязанность предупреждать Архивленĕ 15 Ҫу уйӑхӗн 2009 çулта. // Кнабе Г. С. Избранные труды. Теория и история культуры. — М.-СПб., 2006, — 1200 с. — ISBN 5-89740-041-5, ISBN 5-8243-0564-1. — С. 952—961.
- Петров В. О. Умберто Эко как музыковед (осмысливая труд «Открытое произведение») // Композиторская техника как знак: Сборник статей к 90-летию со дня рождения Юзефа Геймановича Кона / ПГК им А. М. Глазунова. — Петрозаводск, 2010. С. 123—130.
- Усманова А. Р. Умберто Эко: парадоксы интерпретации. — Минск: «Пропилеи», 2000. — 200 с. — ISBN 985-6329-29-9.
Асăрхавсем тӳрлет
Каçăсем тӳрлет
Умберто Эко Викиампарта? |
- Наука, технология и магия Архивленĕ 12 Чӳк уйӑхӗн 2007 çулта. на zip.org.ua
- http://www.inosmi.ru/trend/trend_293/%7Cid=20120112}}(ĕçлемен каçă) на inosmi.ru.
- Несколько публицистических работ Умберто Эко.
- Умберто Эко в Рунете
- Умберто Эко Максим Мошков вулавăшĕнче
- Англоязычные цитаты из Умберто Эко.
- Umberto Eco:Porta Ludovica Архивленĕ 1 Ака уйӑхӗн 2004 çулта. — author homepage.
- Umberto Eco — homepages, biographies, bibliographies, texts online, interviews, essays, reviews, summaries.
- Umberto Eco — Literary Agency — Elena Kostioukovitch Архивленĕ 27 Авӑн уйӑхӗн 2007 çулта. — homepage, bio, photogallery, critical reports, books