Ультраметрика уçлăхĕ

Ультраметрика уçлăхĕ — метрика уçлăхĕн уйрăм тĕслĕхĕ, унта метрика виçкĕтеслĕхĕн вăйлатнă танмарлăхне тивĕçтерет:

Ультраметрика уçлăхĕнче виçкĕтеслĕхĕн чи вăрăм енĕ пулмасть: е виççĕшĕ те пĕр тан, е пĕрри кĕскерех, ытти иккĕшĕ — пĕр тан

Çакăн пек метрикăна ультраметрика теççĕ. Ансатрах каласан, ультраметрика уçлăхĕнче пĕчĕк хушăсене хушса пырса пысăк хушăна çитерме пулмасть, урăх сăмахсемпе кунта «Архимед принципĕ» ĕçлемест.

Палăртни

тӳрлет

Ультраметрика уçлăхĕ — вăл   мăшăр, ăçта   — нумайлăх,   — унăн çинчи япалаллă функци, унăн метрики çакăн пек условисене пăхăнать:

  1.   (пурлă палăртуллăх)
  2.   (симметриллĕх)
  3.   (виçкĕтеслĕхĕн вăйлă танмарлăхĕ)

Ультраметрика уçлăхĕнче, метрикăллипе танлаштарсан, виçкĕтеслĕхĕн танмарлăхне вăйлатнă.

Тĕслĕхсем

тӳрлет
  • Дискретлă метрика (иккĕ пăнчă хушши 0-пе тан, эхер те вĕсем пĕр тĕлтех, иккĕ пăнчă хушши 1-пе тан, эхер те вĕсем пĕри тĕлте мар) ультраметрикăллă шутланать.
  • Метрика   çинче çакăн пек:   пулсан —  , тата  .
  • Ультраметрикăллă   хăшпĕр алфавитăн тем тăршшĕ сăмах нумайлăхĕ, ăна   евĕр кăтартнă, унта   — пĕрремĕш символ номерĕ, тĕрлĕ сăмахсенче   тата  .
  • p-адикăллă хисепсем çутçанталăк ультраметрикипе ультраметрика уçлăхне тăваççĕ.