Чĕлхери сасăсен диахронилле мар улшăнăвĕ

(Улшăну (лингвистика) ҫинчен куҫарнӑ)

Улшăну, — пĕр-пĕрне витернине пула пуплев юхăмĕнче сасăсем артикуляци тĕлĕшĕнчен пĕрпекленни. Тĕслĕхрен, çул сăмахра у сасă витернипе тутасем ç сасса каланă чухнех малалла тăсăла пуçлаççĕ, урăхла каласан ç сасă тута палли туянать. Ку вăл — сасăсем пĕр-пĕрне витернипе пулакан пахалăх улшăнăвĕ, ăна чĕлхе ăслăлăхĕнче юнашарлăх улшăнăвĕ теççĕ. Пуплев юхăмĕнче хупă сасăпа уçă сасă юнашар тăраççĕ, çавăнпа вĕсем артикуляци енчен чылай чух пĕрпекленеççĕ: хупă сăсă уçă сасса е уçă сасă хуппине витереççĕ. Çав витерӳ сăмахра сасă юхăмне майлă та, хирĕçле те пулма пултарать. Çӳлерех асăннă çул сăмахра витерӳ хирĕçле. Юнашар тăракан хупă сасăпа уçă сасă пĕр-пĕрне витернипе пулакан улшăну (ăна коартикуляци улшăнăвĕсем теççĕ) чăваш чĕлхинче йышлă, тĕслĕхрен, тутапа калакан у, ӳ сасăсем пуплев юхăмĕнче хăйсен умĕнче тăракан хупă сасăсене тута палли параççĕ: курак, тупă, кӳлĕ, сӳре.

Сăмахри сасăсем улшăнасси вĕсем мĕнле вырăнта тăнинчен те килет. Тĕслĕхрен, ă уçă сасă ударениллĕ сыпăкра ударенисĕрринчен кăшт вăрăмрах илтĕнет. Ун пек улшăнăва позици улшăнăвĕ теççĕ. Позици улшăнăвĕсем сăмах пуçламăшĕнче, варринче е вĕçĕнче, уçă е хупă сыпăкра, ударениллĕ тата ударенисĕр сыпăксенче пулаççĕ. Тĕслĕхрен, янăракан б, г, д, ж, з хупă сасăсем икĕ уçă сасă хушшинче (уба, агать, удă, лажа, узă) янăравсăртарах илтĕнеççĕ; янăравлă хупă сасăпа уçă сасă хушшинче (калда, кăмба, алза) янăравлăрах илтĕнеççĕ; ă, ĕ сасасем ударенисĕр сыпăксенче (кĕлте, тăрна, вăрман) ударениллисемпе танлаштарсан кĕскерех илтĕнеççĕ.

Сăмахсене пуплев юхăмĕнче май килнĕ таран çыхăнтарса каланă пирки сăмахсен чиккинчи сасăсем те пĕр-пĕрне витереççĕ. Тĕслĕхрен, ан пар сăмахсем пуплевре пĕрлешсе пĕр фонетикăлла сăмаха тухса каяççĕ, çавна май п сасă (янăравлă н хупă сасăпа а уçă сасă хушшинче) янăраса илтĕнет. Кун пек тĕслĕхсем пуплевре чылай тĕл пулаççĕ: вăлта > вăлда, çип арлать > çиб арлать т.ыт.те.

Сăмахсен чиккинче хупă сасăсем çемçелни те пулать: çак этем > çаг'эд'эм, (ку тĕслĕхре к сасă янăраса тата çемçе илтĕнет), вун иккĕ> вун'икк'ĕ.

Литература

тӳрлет
  • Сергеев Л.П., Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988.