Укăлча умĕнче


Укăлча умĕнчеXX ĕмĕр варринче халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Григорий Хирпӳ композитор Валентин Урташ сăввипе çырнă.

Укăлча умĕнче
Юрă
Жанр лирикăллă юрри
альбомĕн трек-лисчĕ
-

Юррăн сăвви

тӳрлет
 
Валентин Урташ

Укăлча умĕнче

Укăлча умĕнче шурă хурăн,
Укăлча умĕнче сирĕн кил.
Хурăнсен айĕнче савнă вырăн,
Тусăм, эсĕ тусна, тусна аса ил.

Улăх урлă, хир-вăрмансем урлă
Варкăшса иртет-и ачаш çил,
Саншăнах эп çепĕç юрă юрлăп,
Тусăм, эсĕ тусна, тусна аса ил.

Вăйăра та, çывăрма выртсан та
Ман умра — шур хурăн, сирĕн кил.
Кирек те ăçта кăна пулсан та,
Тусăм, эсĕ тусна, тусна аса ил.

Тен, унта та пур-тăр шурă хурăн,
Кăтрине лăпкать пуль ачаш çил?
Кунта акă саншăн çунса пурăн —
Тусăм, эсĕ тусна, тусна аса ил,
Тусна аса ил!

Малтанхи куплетсенче юлашки икĕ йĕркине икшер хут юрламалла, чи юлашки куплетра — 3-мĕш тата 4-мĕш йĕркесене.

Юррăн кĕвии

тӳрлет

Григорий Хирпӳ композитор.

Юррăн кунçулĕ

тӳрлет

Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет