Тӳрĕ кĕтеслĕ параллелепипед
Тÿрĕ кĕтеслĕ параллелепи́пед (кубоид) — кашнийĕ, пĕтĕмĕшле илсен, тӳркĕтеслĕх пулса тăракан 6 хысаклă нумайхысаклăх.
Параллелепипедăн хирĕçле выртакан хысакĕсем тан. Унăн пĕр-пĕр тăрриче пуçтарăнакан аякĕсем пĕрне-пĕри перпендикулярлă.
Параллелепипед формиллĕ тĕслĕхсен шутĕнче — кирпĕч, шăрпăк курупки, компьютерăн блокĕ.
Пĕр тăрă патĕнчи аяксене тепĕр чухне виçесем е хапасем теççĕ. Сăмахран, шăрпăк курупкин ытларах чухнехи виçисем 15мм, 35мм тата 50 мм.
Тĕрĕс е тăваткал параллелепипед тесе çавна калаççĕ, хăшĕн икĕ виçи тан, кунашкаллин ултă хысакаран иккĕшĕ тăваткалсем пулса тăраççĕ.
Тӳрĕ кĕтеслĕ параллелепипедăн калăпăшне ак çак формулăпа тупаççĕ:
кунта — унăн хаписем (виçисем).
Тÿрĕ кĕтеслĕ параллелепипедăн диагоналĕн иккĕмĕш капашĕ унăн виçисен иккĕмĕш капашĕсен суммипе тан:
çапла ĕнтĕ, диагональ тăршшĕ ак çакăн пек:
Тÿрĕ кĕтеслĕ параллелепипедăн çийĕн лаптăкĕ
Тан виçесемлĕ (хапасемлĕ) тÿрĕ кĕтеслĕ параллелепипеда куб теççĕ. Кубăн мĕнпур 6 хысакĕ те — тан тăваткалсем.
Çавăн пекех
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- uztest.ru Прямоугольный параллелепипед 2021 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
- Прямоугольный параллелепипед, учебный фильм