Тӳпе (пĕлтерĕшсем)
Тӳпе сăмахăн пĕлтерĕшĕсем:
- Тӳпе (тĕп пĕлтерĕш) – Çĕр е урăх планета çинчен космос еннелле курăнакан уçлăх. Çавăн пекех ăна пĕлĕт теме те пулать.
- Тӳпе (çӳллĕ вырăн) - тӳрĕ çĕр лаптăкĕнчи е ту çинчи чи çӳллĕ вырăн.
- Тӳпе (кăмакан) – кăмака ăшчикне çурма ункă евĕр купалани.
- Тӳпе (çын пуçĕн) – çын пуçĕн чи çӳлти вырăнĕ.
- Тӳпе (пӳртĕн) - пӳрт тăрри, ăна тытса тăраканни - тӳпе кашти
- Тӳпе (пай) – пĕр çынна е ушкăна тивĕçнĕ пĕр-пĕр япалан пайĕ
- Тӳпе (шăпа) – çынсем ĕненнĕ тăрăх Турă çырса хунă пурнăç йĕрки.
Ку страницăра эсир пĕр ятлă, анчах та тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ статьясен ят-йышне куратăр. Енчен те эсир кунта урăх статьяран лекрĕр пулсан, çав статьяри каçăна тĕрĕс статья çине куçаракан каçă çине улăштарăр. |