Тухăç Самар
Тухăç Самар (исп. Samar Oriental, самареньо Simirangan nga Samar) — Филиппинсен провинцийĕ, Самар утравĕн тухăç çĕрĕнче вырнаçнă. Кӳршĕ провинцисем — Самар тата Çурçĕр Самар. Филиппин тинĕсĕпе çăвăнать. Провинци тĕпĕ — Боранган. Вырăнти халăх чĕлхи — самареньо (Варай чĕлхи).
Провинци çĕр лаптăкĕ — 4 640 км². Халăх йышĕ — 375 822 çын (2000). Йышлăхĕ — 87 çын/км².
Экономикăра копра тăвасси пысăк вырăн йышăнать. Ял хуçалăхĕн тĕп культурисе — рис, кукуруза, сахăр тростникĕ.
Çăлкуçсем
тӳрлет- Википедири испан уйрăмĕ
Каçăçем
тӳрлет- Провинцин официаллă сайчĕ 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.(акăлч.)
- Тухăç Самар Филиппин сăмахсарĕнче