Турци ялавĕ
Турци ялавне 1793 çулта йышăннă. Официаллă вара 1936 çулхи çĕртме уйăхĕн 5 йышăннă. Пропорцисем: 2/3.
Хĕрлĕ тĕсĕ Умар I (634-644 çулсенче ертсе пынă) халифран хăйĕн çутине курнă. Умар I ислам халăхĕсене пĕрлештернипе чапа юлнă. XIV ĕмĕрте хĕрлĕ тĕс Оттоман империĕн тĕсĕ пулса тăна. Çăлтăрпа çуруйăх — ислам символĕ.
Турци ялавĕ çинче çăлтăрсем XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче çеç вырнаçма пуçланă. Малтан çичĕ-, сакăрвĕçлĕ çăлтар пулнă, кайран çеç, 1844 çулта пилĕквĕçли вырнаçăннă.
Нумай вăхăт Турци ялавĕ çинче Мухаммед пророкăн симĕс тĕсĕ пулнă. 1793 çулта Селим III султан ялав çинче хĕрлĕ тĕсе усă курма хушнă.
1918 çулчен, Оттоман империĕ пĕтичченех Турци ялавĕ çинче виçĕ çуруйăхпа çăлтăр пулнă. 1923 çултанпа хальхи ялава усă кураççĕ.