Тургау
Ту́ргау[1] (ним. Thurgau; фр. Thurgovie; итал. Turgovia; ромш. Turgovia) — Швейцарин çурçĕр-тухăçĕнче вырнаçнă нимĕç чĕлхиллĕ кантон. Администраци центрĕ — Фрауэнфельд хула. 256 213 çын пурăнать (кантонсем хушшинче 13-мĕш вырăнта; 2012 çулăн хыпарĕсем).
Тургау ним. Thurgau; фр. Thurgovie; итал. Turgovia; ромш. Turgovia | ||
| ||
Патшалăх | Швейцари | |
---|---|---|
Статус | Кантон | |
Администраци центрĕ | Фрауэнфельд | |
Йĕркеленĕ вăхăт | 1291 | |
Официаллă чĕлхесем | нимĕç | |
Пурăнан халăх | 256 213 çын | |
Йышлăх | 258,57 çын/çм² (9-мĕш вырăн) | |
Лаптăк | 3212,1 çм² | |
Тинĕс шайĕнчи çӳллĕшĕ • Максималлă çӳллĕ вырăн |
| |
Вăхăт тăрăхĕ | CET (UTC+1, çулла UTC+2) | |
ISO 3166-2 кочĕ | CH-TG | |
Автом. номерĕсен кочĕ | TG | |
Сайчĕ | ||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Истори
тӳрлетЧи малтанах Тургау ячĕпе питĕ пысăк облаçе палăртнă, унăн территорийĕ Фирвальдштет кӳллинчен Боден кӳллине çити, Рейсс юханшывĕнчен Рейна çити сарăлса выртнă. IX ĕмĕрте Тургау ландграфлăх пулса тăнă, унăн йышĕнчен Цюрихгау, каярах Ури, Швиц, Цуг, Аппенцелль тата Санкт-Галлен уйрăлаççĕ. 1264 çулта Тургау Габсбургсене лекнĕ. 1460 çулта ăна Швейцари ярса илнĕ.
Кантон 1803 çулта швейцар конфедерацин пайĕ пулса тăнă.
1841 çулта Романсхорнра мăн гаване туса пĕтернĕ , çакна пула хула регионра япала куçарассин чи пысăк çыххи пулса тăнă — унчен Утвиль пĕчĕк хула çак статуса тытса тăнă. Утвиль ӳнерçĕсемпе поэтсемпе чаплă.
Диссенхофен тăрăхĕ ытти Тургауран пĕтĕмпех татăклă вырнаçнă. 1800 çулчен хула Шафхаузен кантоне кĕнĕ.
Альтенклинген керменĕне виççĕ хутчен аркатнă, çапах та ăна каллех хăпартнă.
Администрацилле пайланни
тӳрлет2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн 5 тăрăха пайланать:
Экономика
тӳрлет- Промăçлăх: апат-çимĕç, хими, текстиль, механика, атă-пушмак.
- Ӳнер ремеслисем.
- Ял хуçалăх: улма çимĕçĕ, пахча çимĕçĕ, иçĕм çырли.
- Выльăх ĕрчетни: сысна ĕрчетни, шултра мăйракаллă выльăха ĕрчетни.
- Тивĕçтерӳ сфери. Туризм.
Паллă вырăнсем
тӳрлет- Чаплă рецепт — пĕвертен пĕçернĕ клецки (Тургау);
- Фрауэнфельд (Ватă хула, Сăв. Николай чиркĕвĕ, XVI ĕмĕрти ратуша, Бернерхаус, Истори музейĕ);
- Иттинген;
- Нуссбаумри чиркӳ;
- Зонненберга керменĕ;
- Вайнфельден;
- Хагенвиль керменĕ;
- Арененберг;
- Боденское кӳлли.
Паллă çынсем
тӳрлет- Виборада (IX — 926) — католиксен сăвпли.
- Керн Иоганн Конрад (1808—1888) — швейцар политика ĕçченĕ, юрист тата дипломат.
- Карл Гу́став Юнг (1875—1961) — психиатр, тарăнлă психологин пĕр тĕлĕшне никĕслекенĕ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Географический энциклопедический словарь: географические названия / Ред. А. Ф. Трёшникова. — 2-е изд., доп.. — М.: Советская энциклопедия, 1989. — 210 000 экз. — ISBN 5-85270-057-6
Каçăсем
тӳрлет
Ку Швейцари географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |