Туçи Бадахшан

Туçи Бадахшан (Туçи Бадахшан автономлă облаçĕ), — Памир тăвĕсенче вырнаçнă Таджикистан тăрăхĕ. Пянджа юханшывăн сылтăм енче вырнаçнă. Тĕп выхăнĕ — Хорог хули. Тăрăх лаптăкĕ — 63,7 пин çх2.

2003 çулта кунта 216 пин çын пурăннă. 1991 çулта 167 пин çын шутланнă.

Çĕр айĕнчи пурлăхсем

тӳрлет

Кунта сайра тĕл пулакан паха металлсем, туçи хрусталь, слюда, асбест, тĕрлĕ паха чулсем (топаз, лазурит, аквамарин, турмалин) тупăнаççĕ. Вĕри çăлкуçсем нумай.

Çул-йĕр

тӳрлет

Ытти çĕрсемпе ку тăрăх пĕр çул урлă кăна лекме пулать. Вăл Памир тракчĕ ятлă

Çавăн пекех Ванчра, Хорогра тата Мургабра аэродромсем пур.

Культура

тӳрлет

Ку тăрахра археологи палăкĕсем нумай: саккисен улăп тăприсем, скала çинчи ӳкерчĕксемю. Каахка тата Ямчун хӳтлĕхĕсен ишĕлчĕкĕсем пур.