Третьяков Пётр Николаевич

Третьяков Пётр Николаевич, — совет археологĕ. 1909 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Кострома хулинче çуралнă. 1976 çулхи çĕртме уйăхĕн 12 Ленинградра вилнĕ.

1958 çултанпа СССР Ăслăлăх Академиĕн член-корреспонденчĕ. 1952 çулта СССР Патшалăх премиĕн лауриачĕ пулнă. Ленин орденне тата 3 ытти ордена тивĕçнĕ пулнă.

Пурнăçĕ тӳрлет

1940 çултанпа КПСС партин членĕ пулнă. 1950-1953 çулсенче «Вопросы истории» (Истори ыйтăвĕсем) журналăн тĕп редакторĕ пулнă. 1951-1959 çулсенче СССР ĂА славяноведени инститечĕн директорĕ, СССР ĂА археологи институчĕн тĕп ăслăлăх сотрудникĕ.

Ӗçĕсем тӳрлет

Тĕп ĕçĕсене славянсен археологипе историĕ тăрăх çырнă. Çавăн пекех авалхи вырăссен халăхĕ ăçтан пулса кайни çинчен çырнă.

Тĕп тĕпчевĕсем: Березняки хулаш, Десна юханшыв тăрăхĕнчи авалхи пурăнмалли вырăнсем.

Çырнисем тӳрлет

  • «Финно-угры, балты и славяне на Днепре и Волге», М. - Л., 1966;
  • «У истоков древнерусской народности», Л., 1970.