Траян колонни

Траян колонни — Римри Тран форумӗнчи колонна, пирӗн эрӑри 113 ҫулта Дамасск Аполлодорӗ архитектор Траян даксене ҫӗнтернӗ ячӗпе тунӑ юпа. Император триумфне юпана талккишпех скульптура декорӗн калӑпӑшӑпе даксемпе ҫар трофейӗсене, ҫавӑн пекех Дакие ҫӗнсе илни ҫинчен каласа паракан рельефне сӑнласа илемлетнӗ.

Паллă вырăн

Colonna Traiana
Traijan's Column 2013-2.jpg

КонструкциПравить

Каррар мраморӗнчен 20 блокран тунӑ юпа 38 м ҫӳллӗшӗпе (пьедесталпа пӗрле) тата 3,6 м (аялта) диаметрӗпе пулать. Колонна шалта пушӑ: унта 185 картлашкаллӑ, капитель ҫинчи лапам патнелле илсе пыракан авӑрлӑ пусми пур. Монумент 40 тоннӑна яхӑн туртать. Колонна вуллине 23 хут спиральпе явӑнса, 190 м вӑрӑм рельефлӑ, Римпа Даки вӑрҫин эпизочӗсене кӑтартакан сӑнсене вырнаҫтарнӑ. Малтан ӑмӑрткайӑк, каярахпа Траян статуйине лартнӑ. 1588 ҫулта ун вырӑнне V Сикст папа Леонардо Сорманипе Томазо делла Порта скульпторсем тунӑ Петр апостолӑн статуине лартнӑ, вӑл паянхи кунчченех колоннӑра вырнаҫнӑ. Колонна тӑрӑх, зал патне илсе пыракан алӑк вырнаҫнӑ, унта Траянпа унӑн арӑмӗн Помпея Плотинан ылтӑн урнисем вырнаҫнӑ. 1162 ҫулта Траян колоннине кирек кам сиен тӑвать тек, ҫавна вӗлермелле тесе палӑртнӑ. Франци Италине оккупациленӗ вӑхӑтра Наполеон вӑрҫисен саманинче проекта пӑхса тухмалла та Парижа ҫар трофейӗ пулса, французсен культура хаклӑхӗсене шута илсе куҫармалла тенӗ. Сӑмахран, Римри Дону эмиссар Директорин пайташӗсенчен пӗрин патне Ла Ревельерупатне ҫыру ҫырса янӑ. Директори Ревельера 1798 ҫулхи пуш уйӑхӗнче: "Эсир Траян колоннине леҫме килӗшмерӗр, теҫҫӗ; тӗрӗссипе каласан, ку ӗҫ тӑвасси пире питӗ хакла ларнӑ пулӗччӗ.».

ТӗслӗхсемПравить

Татах пӑхӑрПравить

  • Вандом колонни — Парижри Наполеонӑн «Ҫӗнтерӳсен колонни» Траян колонни евӗрлӗ туса лартнӑ.

ВуламаллиПравить

  • Алексеев Ю., Казачинский В., Бондарь В. История архитектуры градостроительства и дизайна. Курс лекций. — Litres, 2015-12-26. — 449 с. — ISBN 9785457950610.
  • Сент-Бёв Ш.-О. Поль-Луи Курье // Литературные портреты. Критические очерки. — М.: Художественная литература, 1970. — С. 384.
  • Коллектив авторов. Всемирное культурное наследие. Учебник. — Litres, 2018-07-04. — 369 с. — ISBN 9785041212827.

КаҫӑсемПравить