Тире (фран. tiret «тăс») — хутсăр тата хутлă предложенисенче усă куракан чарăну палли. Дефис паллăран кăшт вăрăмрах. Вырăс çырулăхне тирене хăй вăхăтĕнчи паллă çыравçă тата историк Н.М.Карамзин (1766—1826) кĕртнĕ.

Тирене çакăн пек чухне лартаççĕ:

  1. подлежащипе ят сказуемăй хушшине (Трактор — машина, ШупашкарЧăваш Республикин тĕп хули);
  2. пĕр йышши пайташсем хыççăнхи пĕтĕмлетӳ сăмахĕ умĕн (Акă вокзал, тырă ампарĕсем, чугун çул çинчи пĕр хутлă вăрăм çуртсем — пурте вĕсем ачаран палланă çуртсем)
  3. каламасăр хăварнă сăмах вырăнне (Тумлам çине тумлам — кӳлĕ пулать, улăм çине улăм — ура пулать. Куç хитрине юратать, тута — тутлине);
  4. хăвăрт пулакан е кĕтмен ĕçе палăртакан сăмахсем умĕн (Салампи пурте кĕрсе тăнăччĕ кăна — куршĕри çенĕк алăкĕ сас турĕ...);
  5. ĕçсем хирĕçле пулнине пĕлтерекен сĕнĕсенче (Вутта каяс тенĕччĕ — çил-тăман чарчĕ)
  6. вăхăт е хисеп виçине, инçет тăршшĕне кăтартакан икĕ сăмах хушшине (1941 — 1945 çулсенчи Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи; ШупашкарМускав рейс).

Тĕсĕсем

тӳрлет

Вăрăм тире

тӳрлет

Вăтам тире

тӳрлет

Цифрăллă тире

тӳрлет

Кĕске тире

тӳрлет

Тепĕр май ăна дефис теççĕ.

Çав. пекех

тӳрлет
  • Дефис