Типĕ çулçă
Типĕ çулçă — футбол вăййинче пӳскине тайăлчăк тĕнĕл тавра çаврăнуллă куçăм панă хăтлану. «Типĕ çулçă» тапăн тĕп кăтартăвĕ — пӳскен вĕçев траекторийĕ. Малтан пӳске кăткăс пĕкепе — вертикаллĕ тата урлă тĕнĕл тавра çаврăнуллă куçăмсен суммипе — вĕçет те траекторин юлашки пайĕнче (çакă паллă!) аялла чăнкăн ӳкет. Пӳске çакăн евĕр траекторипе ура сăмсипе тапсан вĕçет, анчах та классикли ура тупань тулашпе тапни шутланать. Совет Союзĕнче «типĕ çулçăна» икĕ çынпа — Дидипе тата Лобановскипе — асăнаççĕ.
Тĕнчере пĕрремĕш
тӳрлет«Типĕ çулçăна» пĕрремĕш (ун чухне касăнчăк тапă тенĕ) Григорий Федотов ĕçе кĕртнĕ — тавлашуллă верси.
«Folha seca» Диди (Валдир Перейра) бразил футболистне пула вăййа кĕнĕ — анлăрах сарăлна верси.
Кĕтесрен тӳрех хапхана
тӳрлетТипĕ çулçăна кĕтесрен тапса кĕртес меслете паллă футбол вылявçи Валерий Лобановский пĕрремĕш пурнăçланă. Çак хăтланăва пӳскен вĕçевĕ вичкĕн çаврăнуллă та кăткăс пулнинчен «типĕ çулçă» ята тивĕçтернĕ. Вăл çапларах курăнать: Лобановский пӳскене чăнкă траекторипе янă — вара пӳске хапхаçăн хыçĕнче хапха урлашки айне чăмать. Çак тапăва чылай хушă урăх никам та тăвайман. Валерие çӳлти пӳскене пуçпа чышма пултарнă ăста Олег Базилевич пулăшнă — вăл çӳле сиксе пӳскене кăштах тӳрлетсе хапхана кĕртнĕ. Иккĕшĕ ĕнтĕ чылай çĕнтерӳ туптанă.