Тележурналистика
Тележурналистика — журналистика тĕсĕ. Вăл журналистика ытти тĕсĕсенчен усă куракан техника тата технологи тĕлĕшĕнчен уйрăлса тăрăть. Тележурналистика тĕп тĕллевĕ — телекăларăмсем туса куракансене паллаштарасси.
Телепрограмма тата телекурав техникăпа технологийĕн кăларăмĕ
тӳрлетТелекурав вăл пур СМИ пекех хăйĕн вăхăчĕпе тата тĕрлĕ программăсенчен уйăрăлса тăрать. Умĕнхи контурăн пĕтĕмĕшле телекуравăн структурине хыпарăн сетки теççĕ. Сетка вара, телестуди мĕнле майпа хатĕррине тата жанрсене кăтартать, тематикăпа тата мĕн чуль эфира тухнине, аудитори йышне палăртать. Вăхăтпа усă курма пĕлсе телестуди уйрăм передачăсене кăтартать.
Телекурав технологийĕ вырăнти ӳкерчĕксене тата сасăллă çулсене инçете куçарма пултарнипе çыхăннă. Телекурав вăл тĕрлĕ-тĕрлĕ сăнарсене электрически сигналçине куçарма пултарать.
Телекурав хăçан пуçланса кайнă
тӳрлетТелекурав тытăмне 20 эмĕр пуçланăвĕнче тапранса кайнă тесе калама пулать. Анчах та чăнласа усă курма пуçланă тесе 1930 çулсене çеç йышăнаççĕ - хăçан кинескоп шутласа кăларнă. Пĕрремĕшех телекурав хура-шурă тĕспе çеç кăтартнă. 50-мĕш çул пуçланăвĕсенче çеç АПШ-ра тата кайран ытти çĕр-шывсенче тĕрлĕ-тĕслĕ йышши телекурав шутласа кăларнă. Хальхи вăхăтра вара пурте цифрăллă телекурав çине куçма тапаланаççĕ.
Чăваш паллă тележурналисчĕсем
тӳрлетТехнологи
тӳрлетТележурналистика телекурăм технологипе ĕçлет. Телекурăм технологийĕ сăнарсене тата сасăсене (кĕвĕ, калаçу) куракансем патне радиосигнал (эфир телекурăмĕ) е электросигнал (кабель телекурăмĕ) урлă çитерет. Телекăларăмсене ятарлă павильонсенче е натура ӳкерӳре хатĕрлеççĕ.
Цифрăллă телекурăм
тӳрлетПĕтĕм тĕнчери çĕр-шывсем майĕпен цифрăллă телекурăм çинелле куçса пыраççĕ. 2015 çула вара Раççейпе Китай пĕтĕмпех цифрăллă телекурăм çине куçма шут тытнă. Цифрăллă телекурăмра чи лайăххи-ӳкерчĕксем тата сасă пысăк пахалăхпа уйăрăлса тăраççĕ аналогпа танлаштарсан. Тата тепĕр енчен-радиохумĕн диапозонне кăларни, ăçта кайран çĕнĕ проводасăр сеть тума пулать.
Телекурăм общество шайĕнче
тӳрлетВăл вĕрентсе паха енсем кăтартма тата хавхалантарма пултарать, пачах та çынсем кирле енчен усă курсан кăна.