Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Текерлĕк (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Шаблон:Таксон

Vanellus vanellus
Текерлĕк

Текерлĕк - шыв такипе тата вĕтелпе танлаштарсан кăшт пысăкрах. Çăмартисем (4) сарăрах хăмăр тĕслĕ, хура хăмăр пăнчăллă. Текерлĕксем йăвине питĕ хытă сыхлаççĕ, çын е ытти чĕрчун çывхарсан ку кайăк йăвинчен тухса аяккалла чупать те сывлăша çĕкленет, тем тĕрлĕ кăшкăрса тăшмана хăвалама пуçлать, лешĕ инçерех кайсан кăна шăпланать. Тĕп апачĕ - тĕрлĕрен хурт-кăпшанкăпа ăмансем. Пирĕн пата çуркунне юр кайса пĕтичченех килеççĕ, каялла çурла уйăхĕнче вĕçме пуçлаççĕ. Текерлĕксем пирĕн тăрăхра йышлă.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет