Танлаштару капашĕсем
Танлаштару капашĕсем — паллă ячĕн е ĕçхĕлтешĕн, вĕсем япалан е ĕçхĕлĕн пахалавлăхĕн шайне кăтартнин капашĕсем — позитивлă капаш, твнлаштаруллă капаш, вышкайсăр капаш.
Тĕп форма — позитивлă капаш. Ку формăн ятарлă аффиксĕсем е çук, е, тĕрĕсрех каласан, нулле аффикс.
Таналаштурллă капаш -рах/-рех аффикс хушăннипе пулать.
Вышкайсăр капашăн аффиксĕ — -ях/-йех (уçă сасă хыççăн) е -ах/-ех (хупă сасă хыççăн); ăна вăйлату аффиксĕ те теççĕ.
Сăмахран, чăваш чĕлхинчи шурă паллă ячĕ позитивлă капашра çаплах, танлаштаруллă капашра шурăрах, вышкайсăр капашра — шурăях.
«Шурă» тата ытти паллă ячĕсен вышкайсăр капашри тĕслĕхĕсем[1][2]:
Аслати авăтать, çиçĕм çиçет,
Вутпа çунса каять сар чечек.
Аслăях та вăрман хĕрринче
Йĕкĕтех те выртать юн кÿллинче
Сарăях та ача кăкри витĕр
Çичĕ пуля тухнă шăтарса.
Унăнах та ури, ай, вĕçĕнче
Кăваках та лаши тăрать кĕçенсе
Кăваках та лаша кĕçенни
Тăванах та ялне илтĕнет.
Тăванах та ялне илтĕнет –
Амăш, ай, чĕрине çурса кĕрет.
Амăшĕ те йĕрет, йĕрет, йĕрет,
Ывăлăм та пĕтрĕ, ай, пулĕ, тет.
Шурăях та шурă акăш пулса
Вĕçсе каять амăш вутлă вăрçа.
.........................
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Григорий Краснов-Кĕçĕнни. Амăшĕпе ывăлĕ
- ^ Асăннă текстра кунашкал аффикс паллă ячĕсемпе ĕçхĕлтешсен çес марри те курăнать, çапла вара лешсем ку статьяне тÿррĕн пырса тивмеççĕ, çавăнпа вĕсене, пĕрререн ытларах тĕл пулаканнисем пекех, ятарласа палăртман