Тайлăк лаптак
Тайлăк лаптак — горизонталь тĕлĕшпе пĕр-пĕр кĕтес чухлĕ тайăлтарнă лаптак. Вăл ансат механизмсенчен пĕри, çăка, ун çине тивекен йывăрлăх вăйĕнчен самай пĕчĕкрех вăйпах, çÿлелле хăпартма пулăшаканскер.

N = тĕрек реакцийĕ
m — объектăн масси
g — Ирĕклĕн ӳкнин хăвăртланăвĕ
θ (Тета) — Лаптак тайăлăвĕн кĕтесĕ
f = Сĕртĕнӳ вăйĕ
Хайхи f вăйăн енне кунта куçăмсăрлăх е аялалли куçăм тĕслĕхĕсемшĕн ÿкернĕ (ĕскер çÿлелле куçнă чух f тепĕр еннелле пулмаллаччĕ)
Кулленхи ĕçлевлĕхре пандуссем тата трапсем тайлăк лаптак тĕслĕхĕсем пулса тăраççĕ. Тайлăк лаптак принципне çавăн пекех ăйă, пуртă, тĕрен, савăл, винт йышши инструментсенче те курма пулать.