Ирĕклĕн ӳкнин хăвăртланăвĕ

Тÿпери хăшпер ĕскерсен çийĕ тĕлĕнчи[1] ирĕклĕн ӳкнин хăвăртланăвĕ, м/с2 тата g
Çĕр 9,81 м/с2 1,00 g Хĕвел 273,1 м/с2 27,85 g
Уйăх 1,62 м/с2 0,165 g Меркури 3,68—3,74 м/с2 0,375—0,381 g
Венера 8,88 м/с2 0,906 g Марс 3,86 м/с2 0,394 g
Юпитер 23,95 м/с2 2,442 g Сатурн 10,44 м/с2 1,065 g
Уран 8,86 м/с2 0,903 g Нептун 11,09 м/с2 1,131 g
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хăвăртлану пăхăр.

Ирĕклĕн ӳкнин хăвăртланăвĕ  — уйрăм ĕскерĕн йывăрлăх вăйне кура пулакан хăвăртланăвĕ, енчен те урăх нимĕнле вăйсем те çук пулсан. Инерциаллă мар пуçлав тытăмĕсенчи куçăмăн танлăхĕпе[2] килĕшуллĕн, ирĕклĕн ӳкнин хăвăртланăвĕ хисепĕпе масса пĕрчи объект çине витерекен йывăрлăх вăйĕпе тан.

Çĕр планетăн çийĕ çинчи ирĕклĕн ӳкнин хăвăртланăвĕ g (ытларах чухне «же» тесе калаççĕ) экваторти 9,780 м/с² капран пуçласа географилле полюссенчи 9,82 м/с² таран улшăнать[3]. Стандартлă («нормаллĕ») кап, пĕрчĕсен тытăмне ăсталанă чухне йышăннăскер, ак çакăнпа тан: g = 9,80666 м/с²[4][5]. Ку g капăн стандартлă пĕлтерĕшĕ, апла-капла пăхсан, пĕтĕм Çĕр çинчи «вăтам» хисеп пек палăрăнать, вăл 45,5° географилле анри тата тинĕс шайĕнчи ирĕклĕн ÿкнин хăвăртланăвĕпе танлашать. Çывхартса шутланă чухне ăна 9,81 м/с², 9,8 м/с² пек е, — питех те тимсĕррĕн, — 10 м/с² пек те кăтартаççĕ.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ "Çий" тени газлă гигантла планетăсем тата çăлтăрсем тĕлĕшпе атмосферăри пĕчĕк çÿллĕхсене пĕлтерет, унта пусăм Çĕр çинчи тата тинĕс шайĕнчи атмосфера пусăмĕпе тан(1,013×105 Па). Çаван пекех тепĕр чухне çăлтăрсен фотосферин çийĕ пирки сăмах пыма пултарать.
  2. ^ Ньютонăн Икĕмĕш саккунĕн аналогĕ, инерциаллă мар системăсенче те пурнăçланаканскер.
  3. ^ Свободное падение тел. Ускорение свободного падения 2019 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ..
  4. ^ Виçесемпе йывăрăшсен III Генераллĕ конференцийĕн Декларацийĕ (1901) (акăлч.). Виçесемпе йывăрăшсен пĕтĕм тенчери бюровĕ. Тĕрĕсленĕ 9 Ака уйӑхӗн 2013.
  5. ^ Деньгуб В. М., Смирнов В. Г. Единицы величин. Словарь-справочник. — М. : Изд-во стандартов, 1990. — С. 237.
 
Ку физика вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.