Тĕмер вăтам шкулĕ

Тĕмер вăтам шкулĕ, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнче вырнаçнă вăтам шкул.

2003-2004 вĕренӳ çулĕнче 118 ача вĕреннĕ, 18 вĕрентекен ĕçленĕ. Пурĕ 9 тулли колмплектлă клас пулнă.

Шкулта 14 кабинет, столовăй, спортзал, мастерской пур. Шкулăн çавăн пекех 5 гектар çĕр пур. Шкул вулавăшĕнче пурĕ 5614 кĕнеке упранать.

Истори

тӳрлет

1879 çулта чăвашсен пуçламăш училищине уçнă. Училищĕне уçма уесри вĕрентекенсен канашĕн тата халăх училищисен инспекторĕ ирĕк панипе земство пухăвĕ уçнă. Пĕрремĕш вĕрентекенсем шутĕнче Н.Г. Григорьев, А.И. Веселова пулнă. Саккун предметне ял пупĕ вĕрентнĕ. Вăл шкула çывăхри 8 ялти ачасем çӳренĕ: Çирĕклĕ Шăхаль, Хĕрлĕçыр, Хăвăлçырма, Кӳлпуç, Мучар, Элпуç, Кармал, Тармăш ялĕсенчен. 1897/98 çулсенче училищĕре 125 арçын ача, 13 хĕрача вĕреннĕ. 1898/99 вĕренӳ çулĕнче 49 арçын ача, 7 хĕрача вĕреннĕ. Веренекенсен шучĕ чакни юнашар ялсенче шкулсем уçнипе çыхăннă.

1920-мĕш çулсенче, хута вĕрентес ĕçе пикеннĕ вăхăтра, икĕ класлă шкул туса хунă. Шкул ачисен шучĕ ӳçнине пула 1934 тата 1965 çулсенче тата икĕ çурт хута кĕртнĕ. 1975 çултанпа ачасем икĕ хутлă кирпĕч çуртра вĕренеççĕ.

1920 çулта тăватă класлă шкул пулнă. 1937 çулта çичĕ класлă шкул туса хунă. 1989 çулта тулли мар вăтам шкул ятне панă. 1990 çултанпа вăтам шкул пулса тăнă.

Шкул директорĕсем

тӳрлет

Шкултан вĕренсе тухнă паллă çынсем

тӳрлет
  • В.В. Сапожников, Чăваш Енĕн çут ĕç министерстрĕн çумĕ;
  • В.В. Жирнов, РСФСР тава тивĕçлĕ верентекенĕ;
  • Кели Григорий Иванович, çыравçă.