Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тăванлăх (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Тăванлăх - çынсем пĕр пĕринпе, чăн малтанах генеалоги енĕпе, мĕн тери çывăх пулнине кăтартакан ăнлав.

Тач тăвансем

тӳрлет

Тач тăвансем - юнпа тата варпа тач çыхăннă çынсем.

  • Атте (ати, аçи, ашшĕ, аçу) — ачашăн юнпа чи çывăх ар тăван, ăна пăхса, хӳтĕлесе ӳстерекен.
  • Анне (апи, апай, ами, амăшĕ, аннӳ) —
  • Асанне (мамак) — аттен амăшĕ.
  • Асатте (маçак) — аттен ашшĕ.
  • Кукамай — аннен амăшĕ.
  • Кукаçи — аннен ашшĕ.
  • Пичче — калаканинчен аслăрах, пĕр вар-юнтан тухнă арçын е арçын ача. Çавăн пекех ку ăнлавпа ашшĕн шăллĕне те палăртаççĕ.
  • Шăллăм — калаканнинчен çамрăкрах, пĕр юн-вартан пулнă ар. Хăш чухне шӳтлев сĕмĕпе ют арçын ачасене, кĕçĕнреххисене, йăпатса çывăхлатма та усă кураççĕ.
  • Аппа — калаканничен аслăрах хĕр. Ку сăмаха калаканни хăйĕнчен аслăрах хĕрарăмсене хисеплесе чĕнме те усă курма пултарать.
  • Йăмăк — калаканнинчен кĕçĕнрех, пĕр юн-вартан пулнă хĕр.
  • Мăнук — тăван ачан (ывăлăн е хĕрĕн) ачи.
  • Кинемей — атте пиччĕшĕн (мучин) арăмĕ. Çаплах, палламан ватă хĕрарăм
  • Мучи — (калаканнин): ашшĕн пиччĕшĕ. Çаплах, ватă та хисеплĕ ар.
  • Мăнак — калаканнишĕн ашшĕн е амăшĕн аппăшĕ пулать.
  • Кукка — калакннишĕн: амăшĕн пиччĕшĕ е шăллĕ.
  • Тете — пичче сăмахпа пĕр пĕлтерĕшлĕ.
  • Акай — упăшкан аппăшĕ.
  • Мăн асатте — (калаканнишĕн) аслашшĕн ашшĕ
  • Мăн асанне — (калаканнишĕн) асламĕшĕн (ашшĕн амăшĕн) амăшĕ.
  • Мăн кукаçи — (калаканнишĕн) кукаçин(амăшĕн ашшĕ.
  • Мăн куками —(калаканнишĕн) кукамайăн (амăшĕн амăшĕ) амăшĕ.
  • Мăн мăнук —(калаканнишĕн) ывăлĕн е хĕрĕн ачин ачи.
  • Мăн кукка — (калаканнишĕн) мăн кукамайăн пиччĕшĕ е шăллĕ.

Çурма тăвансем

тӳрлет

Çурма тăвансем - е юнпа, е варпа çыхăннă, пĕр йышпа пурăнакан çынсем. Çурма тăвансен çыхăнăвĕнче ашшĕпе амăшĕнчен пĕри кăна тач тăван пулать.

  • Амаçури — (калаканнишĕн) тăван мар амăшĕ.
  • Аçаçури — (калаканнишĕн) тăван мар ашшĕ.
  • Амаçура ывăл — (калаканнишĕн) тăван ашшĕпе амаçури арçын ачи, амаçурин калаканнин ашшĕне качча тухичченхи арçын ачи.
  • Амаçура хĕр — (калаканнишĕн) тăван ашшĕпе амаçури арçын хĕрачи, амаçурин калаканнин ашшĕнче качча тухичченхи хĕрачи.
  • Аçаçура ывăл — (калаканнишĕн) тăван амăшĕпе аçаçура арçын ачи, аçаçуран калаканнин килне кĕричченхи арçын ачи.
  • Аçаçура хĕр — (калаканнишĕн) тăван амăшĕпе аçаçура хĕрачи, аçаçуран калаканнин килне кĕричченхи хĕрачи.

Тăвансем

тӳрлет

Тăвансем - çĕнĕ çемье (йыш) çаврăннăран çывăхланнă çынсем.

  • Кин — ывăлăн е шăллăмăн арăмĕ.
  • Кĕрӳ — хĕрĕн упăшки, йăмăкăн упăшки, упăшка йăмăкĕн упăшки
  • Килтĕм — арăмĕ патне пурăнма куçнă кĕрӳ.
  • Хуняма — упăшкан е арăмăн амăшĕ.
  • Хунаçи — арăмăн е упăшкан ашшĕ.
  • Пăянам — упăшкан амăшĕ.
  • Пăятам — упăшкан ашшĕ
  • Пăяхам — упăшкан пиччĕшĕ.
  • Ӗçкей — упăшкан пиччĕшĕ.
  • Ывăлсем — упăшкан шăллĕ.
  • Хĕрсем — упăшкан калаканнинчен кĕçĕнрех йăмăкĕ.
  • Вăталăх хĕрсем — арăмшăн: упăшкан арăмĕпе пĕр тантăш аппăшĕ е йăмăкĕ.
  • Аслă хĕрсем — арăмшăн: упăшкан арăмĕнчен аслăрах аппăшĕ.
  • Йысна — калаканнишĕн: аппан упăшки.
  • Хăта — çĕнĕ мăшăрăн ик енĕнчи арçынсем. Ик ен те кил пуçĕсене тата ытти арçинсене çапла хисепленĕ.
  • Тăхлач — çĕнĕ мăшăрăн ик енĕнчи хĕрарăмсем. Ик ен те тепĕр енчи хĕрарăмсене тăхлачă ятпа хисепленĕ.
  • килтĕш — пиччĕшĕн е шăллĕн арăмĕ.
  • Пуçана — арăмăн аппăшĕн е йăмăкĕн упăшки.
  • Пултăр — арăмăн шăллĕ.
  • Хĕр пултăр — арăмăн йăмăкĕ.
  • Хунчăкам — арăмăн пиччĕшĕ.
  • Хунякам — арăмăн аппăшĕ.
  • Инке — 1. Инке - пиччен арăмĕ.

Тăванлăха пĕлтермен сăмахсем

тӳрлет

Тăванлăх пĕлтермен сăмахсем хутшăнусене кăтартса паракан сăмахсем шутланаççĕ. Вĕсенчен хăшĕсем тачă çыхăнăва кăтартаççĕ пулсан та тăванлăха палăртакан сăмахсем пулмаççĕ, мĕншĕн тесен ку сăмахсем çынсен çыхăнăвĕсен хальхи лару-тăрăвне кăтартакан сăмахсем шутланаççĕ. Унсăр пуçне ку ушкăна кĕрекен сăмахсем шутне юнпа-варпа е йыш çаврăннипе çыхăнман ăнланусене те кĕртнĕ.

  • Упăшка — арăмĕпе пĕр çемье çавăрнă арçын.
  • Арăм — упăшкипе пĕр çемье çавăрнă хĕрарăм.
  • Мăшăр — упăшкана е арăма пĕлтерет, çавăн пекех вĕсене иккĕшне пĕрле те.
  • Ывăл — мăшăр (упăшкипе арăмĕ) çуратса ӳстерекен ар.
  • Хĕр — мăшăр (упăшкипе арăмĕ) çуратса ӳстерекен ама çын.
  • Каччă — авланма вăхăт çитнĕ çамрăк арçын.
  • Суя амăшĕ — ача пулман мăшăр валли варта эмбрионтан ача ÿстерсе çуратнă хĕрарăм.
  • Хĕрупраç — качча тухма вăхăт çитнĕ хĕр е хĕрсем.
  • Пике — илемлĕ, капăр тумланма юратакан хĕр.
  • Евчĕ — 1. хĕре качча илме каччă патĕнчен ятарласа хĕр ашшĕ-амăшĕпе калаçса пăхма каякан çын (ытларах чухне - хĕрарăм). 2. (е евчĕ тăхлач, евчĕ хăта) - çамрăк мăшăра пĕрлештерме калаçса татăлма пултарнă хĕрарăм е арçын. Хăна кĕрекинче кун пек пултаруллă çынсем ытти тăвансемпе танах ларма пултарнă.
  • Ентеш — пĕр тăрăхра е пĕр енре пурăнакан çынсем хăйсене ыттисенчен уйăрма пулăшакан ăнлав.
  • Янташ
  • Хамăръял — пĕр ялта пурнакан е пурăннă çынсем пĕр-пĕрне хисеплесе чĕнни.
  • Кӳршĕ — юнашар çуртра е хваттерте пурнакан çын.
  • Пускил — юнашар çуртсенчен е хваттерсенчен пĕринче пурăнакан çын.
  • Урçа — арăмĕ вилнĕ пирки пĕччен пурăнакан арçын.
  • Хусах — авланмасăр кил-çурт тытса е ашшĕ-амăшĕпе пурăнакан арçын.
  • Тăлăх арăм — упăшки вилнĕрен пĕччен пурăнакан хĕрарăм.
  • Усрав ача — ашшĕ-амăшĕ вилнĕ пирки пĕр-пĕр киле пăхса ӳстерме илĕ ача.
  • Хресне атте — калаканнишĕн: Христос тĕне кĕртнĕ чухне хăйне турăш умĕнче тытса тăнă арçын.
  • Хресне анне — калаканнишĕн: Христос тĕне кĕртнĕ чухне хăйне турăш умĕнче тытса тăнă хĕрарăм.
  • Тетке — калаканнишĕн: пĕчĕк чухне хăйне пăхса ӳстерме пулăшнă çын.
  • Сĕт амăшĕ — кăкăр ачине, тăван амăшĕн сĕчĕ пулман пирки, ĕмкĕччен кăкăр парса ӳстернĕ хĕрарăм.
  • Хресне ывăл — калаканнишĕн: хăй турăш умĕнче тытнă ывăл ача.
  • Хресне хĕр — калаканнишĕн: хăй турăш умĕнче тытнă хĕрача.
  • Вырслапай (кумаппа, кумапи) — калаканнишĕн: Христос тĕнне кĕртнĕ чухне хăйне турăш умĕнче тытса тăнă хĕрарăм.
  • Вырслати (кумати, куматте) — калаканнишĕн: Христос тĕне кĕртнĕ чухне хăйне турăш умĕнче тытса тăнă арçын.
  • Кум — ашшĕ-амăшшĕн: ачине турăш умĕнче тытнă арçын. Ку арçын тата унăн арăмĕ ача ашшĕне кум сăмахпах хисеплет.
  • Кума — ашшĕ-амăшшĕн: ачине турăш умĕнче тытнă хĕрарăм. Ку хĕрарăм тата унăн упăшки ача ашшĕне кум сăмахпах хисеплет.
  • Хăйматлăх — авланакан каччăн хăнасене пăхма пулăшакан тусĕ е тăванĕ.
  • Хăйматлăх атте — туй кĕрекине хĕрĕн е каччăн вăхăтсăр çĕре кĕнĕ тăван ашшĕ вырăнне лартнă арçын.
  • Хăйматлăх анне — туй кĕрекине хĕрĕн е каччăн вăхăтсăр çĕре кĕнĕ тăван амăшĕ вырăнне лартнă хĕрарăм.
  • Пичче тус — калаканнишĕн: сĕт амăшĕн аслă ывăлĕ.
  • Шăллăм тус — калаканнишĕн: сĕт амăшĕн кĕçĕн ывăлĕ.
  • Аппа тус — калаканнишĕн: сĕт амăшĕн аслă хĕрĕ.
  • Йăмăк тус — калаканнишĕн: сĕт амăшĕн кĕçĕн хĕрĕ.
  • Еркĕн (еркĕш) — арăм е упăшка пур çĕртех ар çыхăнăвĕнче тăракан арçын е хĕрарăм.
  • Эпи — йывăр çынсене ача çуратма пулăшакан.
  • Тантăш — пĕр вăхăтарах çуралнă çын.

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет