Сӳтсе явасси:2-мĕш тапăну çарĕ
Ячĕ
тӳрлет"Чышă" сăмах çук. "Ударная армия" сăмахпĕрлешĕвне куçарас тесен тӳрремĕн куçарма кирлĕ мар. Чăвашăн мĕн, çар терминологийĕ хĕсĕк-им? Аркатакан çар, Тапăну çарĕ. Пĕрремĕшĕ япăхрах, "хурах" евĕрлĕрех. Тапăнупа усă курсан вара лайăхрах, чăваша ăнланмалларах та. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 05:27, 29 раштав 2008 (UTC)
- "Тапăну" сăмахăн тепĕр пĕлтерĕшĕ "наступление" пулать. Анчах та, вырнаçмасть пулсан, апла та куçарма юрать. Тен, "тап" тĕпĕн тепĕр варианчĕ пур? Viktor 05:51, 29 раштав 2008 (UTC)
- Шăп та лăп "тапăну" пĕлтерĕше усă курасшăн та ĕнтĕ. "Ударная армия" — тапăнакан, малта пыракан çара пĕлтерет. Тӳрремĕн электронлă тăлмачсем кăна куçараç, пирĕн, çынсем, чăвашла куçармалла. "Пырса çапакан çар" тесен ытла вăрăм, "çапакан çар" тĕрĕс мар. "Тапăнакан çар" — чи лайăххи. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 05:57, 29 раштав 2008 (UTC)