Сӳтсе явасси:Электромагнитла хире-хирĕç вăйăм
Юлашки сообщени: 1 год назад «Термин» темӑра Ellodanis5 ҫырнӑ
Термин
тӳрлетҪапла терминлама сӗнетӗп: «Электромагнитлӑ хире-хирӗҫле ҫыхӑну». Выр. взаимодействие «хире-хирĕç çыхăнни, пĕр-пĕринпе çыхăнни» куҫнине шута илнӗ май. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 11:34, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Сильное тата «слабое взаимодействие» валли «хире-хирӗҫле ҫыхӑну»-па усӑ курни термин чӑвашларах пулнӑ пек туйӑнать: Вӑйлӑ хире-хирӗҫле ҫыхӑну. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 11:44, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Математикăра тата физикăра унашкал «выляма» юрамасть. Пĕлтерĕш улшăнать те пачах урăх япала пулса тухать. Ытти наукăсенче çавах вăл. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:46, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Мана терминсем пирки вӗрентме кирлӗ мар ӗнтӗ. Эпӗ Дектяревпа тачӑ ҫыхӑнатӑп, ҫавна май термин «вылямалла» марри пирки лайӑх пӗлетӗп. Ҫавах та вырӑссем хыҫҫӑн каймалла мар пуль тетӗп. Май ҫитнӗ таран чӑвашла конструкцисемпе йӗркелемелле. Эсир чӑваш сӑмахӗсемпе ҫырнӑ вырӑс Википедине тумастпӑр-ҫке, чӑвашлине тӑватпӑр. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:04, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Физикăра вăй (сила) тата вăйăм (действие) — тĕрлĕ ăнлавсем. Пĕр япалах мар темелле. Çыхăну вăл татах темскер урăххи. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:07, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Вӑйӑм = усилие (влияние, авторитет). «Действие» мар. «Витӗм кӳни» тепӗр май. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:28, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Скворцовӑн словарьне пӑхрӑм: взаимодействие = пӗр-пӗрне пулӑшса (хире-хирӗҫ ҫыхӑнса, пӗрле) ӗҫлени. Антонимӗ «противодействие» = хирӗҫ тӑни, хирӗҫле ӗҫлени. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:36, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Аха, Скворцов чăвашла физика учебникĕ çырнă та унпа шкулсенче ачасене вĕрентнĕ имĕш. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:52, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)