Сӳтсе явасси:Чăрăш
Терминологи
тӳрлетКуçарма пуçлас умĕн тен малтан терминологи пирки шухăшламалла? :) Йывăçлă ӳсентăран :) Эпĕ пулсан «йывăç йышши ӳсентăран» çырăттăм. Анчах та ку тĕрĕс е тĕрĕс марри пирки пĕлместĕп. Çавна пулах эпĕ ку йышши статьясене тĕкĕнменччĕ. Ман кайăк-кĕшĕк пирки чăвашла çырнă кĕнеке пур. Унпа та усă кураймарăм-ха хальлĕхе — çӳлĕрех шайри пайланăвĕсене епле çырасси пирки пĕлместĕп.
Унсăр пуçсăр кунта нумай сăмахне куçармасăр хăварнă. Сăмала — сухăр. Мутовчатые — ку мĕнле сăмах? пахийĕнчен — ку менле сăмах иккенне тавçăрса илеймерĕм. «Вăрăланма 10 — 60 çулхи пултарать» — çакна вунă хут вуласа пăхăр-ха. Кунта сăмахĕсем чăвашла пулсан та чăвашла çырман. Чăвашла çырсан «10-60 çула çитсен вăрă тăкма (е «вăрра ларма», е эсир усă курнă «вăрăланма» /анчах ун пек каланине илтменччĕ/) пуçлать» пулмалла.
Эсир питĕ нумай çыратăр. Ку питĕ лайăх. Анчах та пахалăхĕ те пулмалла-çке. Кун пек пахалахсăр статья йышĕ питĕ нумай пулсан пирĕн Википедине «Фу, пакăç!» тейĕç те хупĕç. Тархасшăн, çырнă хыççăн пĕр вунă хут вуласа тухăр çырнине. PCode 16:48, 21 юпа 2007 (UTC)
- Пирĕн лайăх чăвашла çырнă йывăçсем кăтартса паракан кĕнеке кирлĕ. Ку япаласем çинчен çырма йывăр пулин те, тахăçан пуçлас пулать... --Chavash 20:57, 21 юпа 2007 (UTC)
"(йывăç)" хушни кирлĕ-и?
тӳрлетЧăрăш сăмахĕн урăх пĕлтерĕшĕсем пур-и? Пулмасан "(йывăç)" хушма кирлĕ мар, ман шутпа... --Chavash 20:52, 21 юпа 2007 (UTC)
- Пултăрин... Вомпăкасси ялĕ выранĕнче малтан Чăршă (Чăрăш) ятлă ял пулнă. Чăрăшкасси ялсен шучĕ вара пите нумай :) PCode 06:39, 22 юпа 2007 (UTC)