Сӳтсе явасси:Чăваш литератури

Юлашки сообщени: 2 года назад «Вантер» темӑра Ellodanis5 ҫырнӑ

Ырă çыннăмăрсем, статьяран фрагментсене тĕлли-паллисĕр кăларса сирпĕтме ан васкăр, тархасшăн. Вăл ухмах ĕçе тума пысăк ăсах кирлĕ мар. Ман шутпа, улшанусене малтан сÿтсе явсан авантарах. Пурне те тавтапуç. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 04:23, 2 Кăрлач уйăхĕн 2016 (UTC)

Страницăн дизайнне лайăхлатмалла. 1908-мĕш çулхи анталоги айĕнче пушă вырăн. Нивушлĕ ăна мĕнпе те пулин тултарма май çук. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:17, 2 Кăрлач уйăхĕн 2016 (UTC)

Мĕн вăл драмăлла хайлав? тӳрлет

Диалогла хурăмпа çырнă хуть те мĕнле хайлав та литературăн çак ретне кĕрет. Театрпа çыхăнни çак енчен пăхсан пĕлтерĕшлех те мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:51, 28 Кăрлач уйăхĕн 2016 (UTC)

Вантер тӳрлет

Вантер (Гурий Комиссаров) прозăпа драматургире пысăк йĕр хăварман. Çавăнпа малтан ун сăнне вăл тĕле кĕртмен. Анчах та Вантер Чăваш литературин историйĕн концепцине туса хатерленĕ. Çăвăнпа ун сăнне "Вуламалли" секци тĕлне вырнаçтарнă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 21:37, 24 Утӑ уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла

Вернуться на страницу «Чăваш литератури».