Сӳтсе явасси:Чăваш кĕнеке кăларавăшĕ

Чăваш кĕнеке кăларавăшĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:44, 4 Çĕртме уйăхĕн 2016 (UTC)

Улăштарăр, апла пулсан. Анчах та вырăсла сăмахне унчен çырни нумай. Темле программа пурчĕ Плотниковăн, хăйех улаштаратчĕ. Viktor (сӳтсе явни) 05:26, 5 Çĕртме уйăхĕн 2016 (UTC)
Вăхăт тупăнсан, вырăсла версине пăхса илеймĕр-и? Ăна кăларса пăрахма статуса лартнă. Статьяна эпĕ çырса кĕртнĕччĕ. Кайран хăйсем нумай хушнă. Çавна вара реклама е спам тесе тиркенĕ. Кăштах тирпейлемелле, ытлашшине хуратмалла. Манăн халлĕхе кун пек кăткăс ĕçпе хăтланма май çук. Тата, çакăн хыççăн, сӳтсе явнă страницăра хăвăрăн шухăша хăварăр (эпĕ те çырăп). Viktor (сӳтсе явни) 06:05, 5 Çĕртме уйăхĕн 2016 (UTC)

Чăваш кĕнеке кăларавăшĕн конкурентсем пур-и?

тӳрлет

Цитата: <<Çавна вара реклама е спам тесе тиркенĕ.>> Чăвашлăхпа çыхăнтарса е чат чăвашла пичет продукцийĕ кăларса тупаш курас текенсем тата çакăншан кастарса тăракансем питех çук пуль. )) --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:27, 5 Çĕртме уйăхĕн 2016 (UTC)

Вырăсла версири сÿтсеяву патне те сак шухăшах сырса хутамăр. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:36, 5 Çĕртме уйăхĕн 2016 (UTC)

Терминсен çыххи

тӳрлет

Тăр-пĕччен тăракан термин мар "кăларавăш" тени. Çыххипех каять: кăларăм, кăларав, кăларав ĕçĕ, .... --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:56, 6 Çĕртме уйăхĕн 2016 (UTC)

Издание - кăларăм. Издательство - кăларăмăш? Viktor (сӳтсе явни) 08:14, 16 Çурла уйăхĕн 2016 (UTC)
"Издание" вырăс сăмахĕн хăйĕн темиçе пĕлтерĕш: 1)уйрăм кĕнеке, брошюра т. ыт. те., чăвашла кăларăм; 2)кĕнекесем кăларнин процесĕ, чăвашла кăларав. "Издательство" тенĕ чухне процесс пирки каланă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:29, 16 Çурла уйăхĕн 2016 (UTC)
Çапла-çапла. Viktor (сӳтсе явни) 10:52, 16 Çурла уйăхĕн 2016 (UTC)

Ют утрав

тӳрлет

Кунашкал ятсемпе усӑ курни — Википеди темле ют утравра пурӑннипе тан. Ну, ят патӑр ӗнтӗ «Чăваш кĕнеке кăларавăшĕ» — анчах мӗн усси? Сирӗн хыҫҫӑн кайса чӑваш халӑхӗ ҫак ятпа усӑ курма тытӑнӗ тетӗр-им? Ыранах ӗнтӗ, хӑйсен тексчӗсенче «Чӑваш кӗнеке издательстви» тенине хуратма пуҫлӗҫ те «Википедире ав мӗнле ҫырнӑ-ҫке!» тесе сирӗн вариант ҫине улӑштарма тытӑнӗҫ ӗнтӗ. Кунашкал ят куҫа тӑрӑнать те (ара Виктор паян ӑна кашни шӑтӑка чышса тултарчӗ!) Википеди пач чӑваш халӑхӗнчен уйрӑм пурӑннӑн туйӑнать. Факт ҫине таянса мар, хӑвӑр мӑнтӑр кӑмӑла тивӗҫтерессишӗн ӗҫлени курӑнать (Чӑваш кӗнеке издательстви хӑй кӑларакан кӗнекесенче ҫавах та «Чӑваш кӗнеке издательстви» тесе палӑртать (хуть те хӑш кӗнекене уҫса пӑхӑр — пур ҫӗрте те ҫапла). Тепӗр май каласан — ҫакӑ пайӑр ят пулса тӑрать, ӑна хӑвар кӑмӑлпа пит ҫӑмӑллӑн улӑштараймастӑр). Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 22:14, 30 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)Хуравла

Чăваш халăхĕпе пĕрле пурăнас тесе, тытмалла та вырăсла калаçма пуçламалла. Çакăнпа пĕтĕм ыйту татăлать. Финита ля Комедия. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 05:16, 31 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)Хуравла
Халĕ нумай çын чăваш чĕлхи ытти "шултра" чĕлхесемпе танах аталанса пыма пултараймĕ теет пулĕ, çавăнпа (ĕçре те, урамра та) чăвашла калаçма та вăтанать, килте чухне чăваш чĕлхин чапрас диалекчĕпе кăна пуплет. Хăш чухне манăн та чăвашла-вырăсла калама тивет — чăвашла каланине çын ăнланаймасть пулсан. Ĕлĕкрех тӳре-шара Иван Мучи «Капкăн» журналра витлесрен хăратчĕ, халĕ икĕ айăкки те тăвайкки — каять, картине кĕрсен юрĕ, теççĕ. Хытса ларнă шăмă сыппи пек туймалла мар хамăра. Халĕ, паллах, хырăм туртипе малалла ăнтăлатпăр. Чĕлхен пуласлăхĕ — унăн хитрелĕхĕнче, тĕрĕслĕхĕнче, хăйне евĕрлĕхĕнче. Пуç мимине ĕçлеттермелле, унсăрăн вăл наянса пырать — çăвара картаракан рефлекссем кăна малта пулаççĕ. Майĕпен-ерипен майлаштарăпăр. Кĕнеке пичетлекенсен пуçлăхсем пур, çавăнпа шикленеççĕ пулĕ çĕнĕ сăмаха кĕртме — сăмахсене çĕнетсе пырсан вара вĕсен ĕçхĕлĕ пысăк реформа пекех пулса кайĕ. Çав шухăш такăнтарать, пулас. Чăваш наци телекуравĕнче ирхи ярăма питĕ аван хатĕрлесе ирттереççĕ. Пĕр кинеми пурччĕ, питĕ вăйлă акустик (ССРП патшалăх премине тивĕçнĕскер), çав вара калаччĕ: «Атмосферăра хĕвел çути хумĕсем епле куçнине çырнă чухне Рэлей формулăра йăнăш тунă. Анчах ăна тӳрлетме манăн алă çĕкленеймест, Рэлея эпĕ питĕ хисеплетĕп», теччĕ. Теприсем тӳрлетеççĕ. Власов формула çырнăччĕ. Хамăр патра ăна йышăнмарĕç. Кайран Германире - Британире - Америкăра - Японире тĕрĕс терĕç те, тăван çĕршывра та, планета тавра çаврăнса килсен тин, йышăнчĕç. Çакăнта пуçа ватма/ĕçлеттерме тивет — ăс-тăншăн питĕ лайăх ĕç. Телекурав, хапрăк, пайташ — кĕрсе пыраççĕ майĕпен чăваш чĕлхине тăван сăмахсем. Viktor (сӳтсе явни) 14:39, 31 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)Хуравла

Википедие чăвашла-вырăсла çăрса калаçассине аталантарма туман пуль ĕнтĕ

тӳрлет

Вырăсла-чăвашла çăрса калаçас-тăк, чăвашла виикипеди ним тума та кирлĕ мар. Кирлĕ йĕре 100 проценчĕпех тытса пыма май çук. Тепĕр чухне варваризмсене шăла çыртсах чăтма тивет. Анчах та çавă тĕп çул-йĕр пулма пултараймасть. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:36, 31 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)Хуравла

Вернуться на страницу «Чăваш кĕнеке кăларавăшĕ».