Сӳтсе явасси:Тривиаллĕ ят

Юлашки сообщени: 1 год назад «Сингармонизм» темӑра PCode ҫырнӑ

Сингармонизм

тӳрлет

Чӑваш чӗлхин сингармонизмӗ ҫавах ӗҫлемелле пуль? Ют сӑмахсенче ытларах чухне хытӑ саспаллисемпе усӑ кураҫҫӗ, хӑш чухне кӑна, вӗҫӗ ҫемҫе пулсан, ҫемҫе вариантпа усӑ кураҫҫӗ. Танлаштарма: «юбилейлӑ», анчах юлашки вӑхӑтра ытларах «юбилейлӗ» ҫырма пуҫларӗҫ. Укҫа конверчӗ кӑларнӑ чухне эпӗ ытларах хӑнӑхнӑ вариантпа усӑ куртӑм: «Юбилейпа». Кунта вара пач сингармонизм сакунне пӑснӑ, «-лӗ» вариантпа усӑ курнӑ. Е «тривиальлӗ» тесе ҫырмалла. Ҫемҫелӗх паллине ҫемҫе сӑмахсенче кӑна ҫырмаҫҫӗ: «кил» (киль мар), «пехил» (пехиль мар), «мехел» (мехель мар). Хытӑ сӑмахсенче ҫемҫелӗх паллине лартаҫҫӗ: «выльӑх» (вылӑх мар), «халь» (хал мар) тата ытти те. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 16:57, 14 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Тривиаллă вариант каймасть-и? Сингармонизм чĕлхене мелодика парать, сăвăсенче хитре майлашăнать. Viktor (сӳтсе явни) 18:40, 14 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
Эп те ҫапла ҫырма сӗнетӗп. «Тривиальлӗ» (тӗрӗс ҫырас пулсан) — кӑшт юттӑнтарах илтӗнет. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 19:00, 14 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
Вернуться на страницу «Тривиаллĕ ят».