Сӳтсе явасси:София
Юлашки сообщени: 1 год назад «София тата Сухви» темӑра Ellodanis5 ҫырнӑ
-я сиксе юлнин нимле пĕлтерĕш те çук. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:42, 22 Ҫу уйӑхӗн 2023 (UTC)
- @Ellodanis5 Софи Чӑваш чӗлхин правилисемпе ҫырмалла шутлап. Max Tenche (сӳтсе явни) Max Tenche (сӳтсе явни) 08:04, 11 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Чăваш чĕлхин «правилисемпе» «Сухви» пулать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:35, 11 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
София тата Сухви
тӳрлетСофия — хăйне, Сухви — хăйне. Дублет. Анчах та таçти çичĕ тинĕс леш енчи «София» ни Сухви, ни Софи пулма пултараймасть. Калăпăр, Библие чăвашла куçаракансем Иоанн вырăнне Йăван темен пуль ĕнтĕ --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:35, 11 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Паллах, «София» пулмалла. «Сухви» — ҫын ячӗ, чӑвашлатнӑскер. Хальхи ҫынсен ячӗсенче те «София» вырӑнне «Сухви» ҫырмалла мар ӗнтӗ. «Николай» вырӑнне никам та энциклопедире «Микула» тесе ҫырмасть вӗт. «Сухви» пеккисем — калаҫу форми шутланаҫҫӗ ӗнтӗ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:16, 11 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- София та çын ячĕ. Мĕншĕн Сухви çырмалла мар, енчен çынна чăнах та Сухви тееççĕ пулсан? Николай вырăнне те энциклопедире Микулай çыраççĕ, енчен те чăнах та унашкал ят пулсан. Илпек Микулайĕ тени чăннипех те энциклопедилле ят. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:09, 11 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)