Сӳтсе явасси:Раштав чăрăшки

Çĕнĕ Çул чăрăшĕ — кун пек каламаççĕ!!! Компьютер куçарнă пек курăнать! Вырăсла шухăшлав! «Çĕнĕ Çул уявĕнчи чăрăш» — çыртăм-ха хальлĕхе, анчах та ытлах килĕшмест. Тата çырма пулать: Çĕнĕ Çул уяври чăрăш, Çĕнĕ Çулхи чăрăш. Тупрăм! Юлашки варианта усă кураççĕ иккен! Ак, сăмахран, ун пек калав та пур: «Çĕнĕ çулхи чăрăш тата кушак» (Людмила Сачкова). Улăштаратăп. PCode 07:46, 21 юпа 2007 (UTC)

Тĕрĕсрех çырсан, елка тесе калаççĕ халĕ чăвашла. Viktor 08:15, 21 юпа 2007 (UTC)
Вăл чăвашла мар, вырăсла :) PCode 09:58, 21 юпа 2007 (UTC)
Тата истори кукăрĕсене кăштах тӳрлетсен, тĕрĕсрех раштав чăрăшĕ пулать. Малтан çав йывăçа раштавра лартнă, революци хыççăн (20-мĕш çүлсенче) çак йăлана пăрахăçланă, 1936 çулта Çĕнĕ Çул патнелле лартнă. Халĕ вара каллех, ĕлĕкхи пекех, раштав, 25-мĕшĕнче лартаççĕ. Çапла çырсан кĕске те пулать. Вырăссен çеç çĕнĕ çул ятлă, ытти халăхсен раштавпа, халăхăн авалхи уявĕсемпе çыхăннă (Кристмасбаум, Коляда елка) Viktor 08:33, 21 юпа 2007 (UTC)
Историре вăл темĕн ятлă та пулма пултарать. Хальхи пурнăçри (паллах, ёлка тенине шута хумалла мар) пек çырмалла. Çын шырама кĕрсен Çĕнĕ Çулхи чăрăша шырать, Раштав чăрăшне мар. PCode 09:58, 21 юпа 2007 (UTC)
Çĕн Çул чăрăшĕ çине улăштарсан? Viktor 08:52, 30 раштав 2008 (UTC)
Каялла тавăрсан-и? Мана нихăшĕ те килĕшмест. Пĕр ячĕ те чăвашла мар — çавăнпа пулĕ... Тепĕр енчен чăвашсен çĕнĕ çулĕ "Мăн кун" (шухăшлавĕ урăхла та кун ячĕ вырăсла "Великий день" пек куçарăнать) ятлă пулнă, нимĕнле чăрăш та пулман :) Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:14, 30 раштав 2008 (UTC)

Каллех ят пирки

тӳрлет

Чăрăшка. Çĕнĕ çул чăрăшки те пур, Раштав чăрăшки те пур. Вĕсем тĕрлĕ япаласем. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:30, 20 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)

Вернуться на страницу «Раштав чăрăшки».