Сӳтсе явасси:Напольное (Пăрачкав районĕ)

Юлашки сообщени: 1 год назад «Чӑвашсем апла калаҫҫӗ-ши?» темӑра PCode ҫырнӑ

Чӑвашсем апла калаҫҫӗ-ши?

тӳрлет

Вырӑсла кӑна ан пултӑр тесе мӗн кӑна шутласа кӑлармаҫҫӗ пуль. Пӗр чӑваш та пулин «Алвеле» тесен сӑмах «Напольное» сала пирки калаҫу пынине ӑнланӗ-ши? Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:22, 9 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Оригиналла вариант яланах маларах тăмалла. Çитменнине таçти аякри ял мар вĕт, Чăваш республикинчех. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:34, 9 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
Малта официаллӑ ячӗ тӑмалла. Ак, калӑпӑр, ман тӑван яла «Лапсар Шӑхча» (пирӗн таврари ялсем «Шӑхча» ял тӗммине кӗнӗ: Лапсар Шӑхча, Вӑрманкас Шӑхча (хула ҫывӑхӗнчи мар, Хӗрлӗ Ҫырпа пӗрлешӗнни), Ҫатра Шӑхча, тата ытти те) тенӗ. Халь вара Лапсар вырӑнне ӑна ҫырмалла-и? Орфографипе, чӑн та, Напольнӑй темелле, анчах официаллӑ ячӗ «Напольное» (ку ҫӑлкуҫра илсе панӑ ят — ирҫе чӗлхинчен; Нестеровӑн кӗнекинче вӑл ята асӑнман). Ҫавна май чӑвашла картта хатӗрленӗ май та (ун чухне те мӗнпур ял ячӗсене пит тӗплӗ тӗпчесеччӗ, хӑш чухне вара чӑвашла ячӗсене хӑлӑпра (скобкӑра) илсе панӑччӗ), халӗ те «Напольное» тенине илтӗм. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 16:01, 9 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
Нимле официаллăх та кунта çук. Халлап. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:30, 9 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
Сан кутӑн пуҫна ҫавах тавлашса ҫӗнтерме май ҫук. Официаллӑ тени паллах кавычкӑра ӗнтӗ. Апла каланӑ чухне ытларах усӑ куракан ят пирки сӑмах пырать. Чӑваш энциклопедийӗ, Нестеровӑн кӗнеки («Населенные пункты ЧАССР») — ҫаксем тӗп никӗссем пулса тӑраҫҫӗ. Унтан малалла хаҫат-журнал мӗнле ҫырнине пӑхмалла. Мӗншӗн «Аловеле» юрӑхсӑр? Ма тесен кам та пулин урӑххи ҫырас пулсан вӑл «Напольное» тесе ҫырать. Эс кӑна мар-ҫке Википедине тултаратӑн. Вӑл сан проекту мар. Паян кунӗпе Пӑрачкав районӗн ялӗсемпе ӗҫлерӗм пулин те «Аловеле» тенине ниепле те астуса юлаймарӑм. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен никам та унпа усӑ курмасть. Пурте «Напольное» тесе ҫыраҫҫӗ. «Аловеле» тесен «Ку мӗн япали?» ыйту ҫуралать. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» ялсемпе чылай ӗҫлеме тивнӗрен (хыпарсене пӗлтеретпӗр-ҫке) ял ячӗсем ялан пуҫра. Анчах ҫак ирҫелле ятпа никам та усӑ курмасть те — ют сӑмах вӑл маншӑн. Юрӗ, чӑвашӗсем урӑ курнӑ пулсан татахччӗ... Мӗнле те пулин чӗлхене кӗрсе кайӗччӗ. Анчах усӑ курмаҫҫӗ-ҫке. «Пӑрачкав»-па тӑтӑш усӑ кураҫҫӗ, «Сыреҫ»-пе, «Улатӑр»-па. Ҫавна май вӗсем чӗлхере пур. «Аловеле» тени Ашмарин словарӗнче те пулин ҫук-ҫке. Тепӗр хут калатӑп: Википеди ӑнланмалла пулмалла, ӑна пӗр эсӗ кӑна ӑнланмалла мар, ӑна ыттисемшӗн те ӑнланмалла чӗлхепе ҫырмалла. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 19:38, 9 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Усӑ курни ҫук

тӳрлет

Таҫта та шырарӑм — ниҫта та (кунта усӑ курнисӗр пуҫне) тӗл пулмасть. «Напольное» тенипе вара тӑтӑшах усӑ кураҫҫӗ. Ҫавна май ятне улӑштаратӑп. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:27, 9 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Ак çавăнта Напольнăй тенĕ. Пыйтă шыранă пек чакаланăпăр та, Напольное е Напольнăй (тен, Наппольнăй?) тавра çаврăнса çуремелле-и? Дисциплина кирлĕ, тет Виктор. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:34, 9 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
Вернуться на страницу «Напольное (Пăрачкав районĕ)».