Сӳтсе явасси:Тĕнче уçлăхĕ

Тĕнче уçлăхĕ темелле. Е — космос уçлăхĕ. Космос çеç пулсан та ним те мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 05:26, 18 Чӳк уйăхĕн 2019 (UTC)


Ҫапла, питӗ килӗшмелле. Космослăх вӑл - космогенность пек курӑнать. Чӑвашла - Тĕнче уçлăхĕ. Ют чӗлхе е халӑхсен хушшинчи сӑмахӗсемпе сӑмахӗ е ячӗ (пӗлтерӗшӗ) чӑваш чӗлхинче пачах ҫук пулсан ҫех усӑ курмалла.--Andreevart (сӳтсе явни) 09:35, 16 Юпа уйăхĕн 2020 (UTC)

  • "Космос" сăмахран тарма хăтланни сисĕнет. Анчах унра ним хăрушши те çук. Никама та кансĕрлемест. Варваризм мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:05, 16 Юпа уйăхĕн 2020 (UTC)
"Космос" вăл хайĕх, ятарласа палăртмасăрах, уçлăх. "Космослăх" теме хăтланни вара ун çумне тата урăхла пĕлтерĕш те хушма мекĕçленни пулать.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:09, 16 Юпа уйăхĕн 2020 (UTC)

Тарас тесен те хӑваласа ҫитет вӑл :) --Andreevart (сӳтсе явни) 12:38, 16 Юпа уйăхĕн 2020 (UTC)

Вернуться на страницу «Тĕнче уçлăхĕ».