Сӳтсе явасси:Кермен
Кил керменĕ = дворец. Кермен = замок. Карман = крепость. Viktor (сӳтсе явни) 12:46, 25 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)
Сӑмахсарта кермен - дворец --Andreevart (сӳтсе явни) 13:48, 25 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)
Шато, Хоромсем, Палатăсем тума кирлех те мар, мӗншӗн тесен вӗсем ҫав япаласенех урӑхла калани, вырӑсла тата французла. Крепость - укрепленный дворец. Вӗсем пур те тӗрӗссипе керменсем. --Andreevart (сӳтсе явни) 13:57, 25 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)
- Нимле чăваш та «кил керменĕ» тесе асапланас çук. Çавăн пекех нимле вырăс та «домовой дворец» теес çук.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:23, 25 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)
- «Крепость» вăл кермен мар. «Крепость» вăл — карман. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:25, 25 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)
- Карман (крепость) тенине Юхма Мишшин кĕнекинче вуланăччĕ тахçан. Шато, хором, палатă сăмахсем тĕрлĕ чĕлхесенчен тухнисем ĕнтĕ, пĕр пекрехскерсем. Камăн çырас килет — хăтланĕ.
Вуласа танлаштарса тухрăм та, çак паллă пулчĕ. Крепость (карман) — фортификациллĕ çурт-йĕр, хӳтĕленмешкĕн тĕреклетнĕ вырăн. Çар валли тунă ăна. Кермен (замок) — пурăнма та, хӳтĕленме те юрăхлă фортификациллĕ çурт-йĕр комплексĕ. Феодалсем пурăннă унта.Кил керменĕ [дворец) — монументлă пысăк çурт. Ăна патшасем валли тунă. Архитектури чаплă шутланнă. Viktor (сӳтсе явни) 15:24, 25 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)
Яланах Кермен - Дворец пулнӑ, ниҫта та нихӑҫан та Кил керменĕ тенине тӗл пулман. Юхма Мишшине хисеплетӗп. Вӑл сайра сӑмахсемпе усӑ курни паллӑ.
Кремль Карман тесе пирӗн викире ҫырнӑ. --Andreevart (сӳтсе явни) 17:44, 25 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)
- Апла, замок хăйех пулать (анăçран, Европăран килнĕскер). Дворец - кермен, крепость - карман. Viktor (сӳтсе явни) 17:58, 25 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)
Дублет
тӳрлетКермен тата Карман, чĕлхе пĕлĕвĕ енчен пăхсан, дублет пулса тăраççĕ. Авă, Карманкасси текен ял та пур. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:40, 25 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)
- Ытлах мар. Ун пекки талккăшпех пурнăçра. Çаплах, Кремль, Крым ... Viktor (сӳтсе явни) 19:49, 25 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)