Сӳтсе явасси:Каланăлăх
Термин
тӳрлетШкулти ачасене кун пек термина сĕнни вĕсене робот вырăнне хуни çеç. Чĕлхе çаврăнмасть, мелодика çук. Калани вырăнлăрах. Viktor (сӳтсе явни) 22:32, 24 Кăрлач уйăхĕн 2019 (UTC)
- Халь "калани" тенине каялла вырăсла куçарса пăхар. Ун пек тусан ниепле те "сказуемое" мар, "сказанное", "то, что сказано" пулать. Тепĕр енчен, "калани" тенине термин пек курма хĕн. Пуплев юхăмĕнче вăл пушшех те термин пек курăнмасть. Шкул ачине: "ку пуплерĕшре каланине туп!" — теме пулать-и? Термин ахаль сăмахран кăштах та пулсан уйрăларах тăни аван пек. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 04:55, 25 Кăрлач уйăхĕн 2019 (UTC)
- «Каланӑлӑх» — чӑваш чӗлхинче пулма пултарайман сӑмах. «-лӑх/-лӗх» ытларах чухне япала ячӗ ҫумне хушӑнать. Юманлӑх, ачалӑх — кунта пит килӗшӳллӗ илтӗнеҫҫӗ, нимӗнле йӗркесӗрлӗх те ҫук. Мӗншӗн тесен япала ячӗ ҫумне хушӑннӑ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 18:37, 31 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Чĕлхене/ре поэтика кирлĕ, çакăн пирки манса кайсан, халăх алă сулать ун пек эксперимент çине. Çапах та çĕнĕлĕхсене кĕртмелле, унсăрăн чĕлхе тĕксĕмленсе тĕссĕр пулса юлать, пăчланса пырать. Viktor (сӳтсе явни) 04:24, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Википеди экспериментсем тумалли вырӑн пулмалла мар. Терминсем ӑсталама эп ятарласа «Термин канашлӑвне» те тусаччӗ. Тата эп юлашки вӑхӑтра, куҫарусемпе анлӑ ӗҫленӗ май, ҫакна ӑнлантӑм: ҫӗнӗ терминсене кӗртмелле, анчах та питӗ йышлӑ кӗртни те сиенлӗ. Тапхӑррӑн-тапхӑррӑн кӗртмелле тенӗ пулӑттӑм. Ҫӗннине кӗртнӗ хыҫҫӑн канса илмелле — халӑх вӗсене хӑнӑхса ҫиттӗр. Кайран каллех кӗртмелле… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:30, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Википеди — статьясем çырмалли вырăн. Çурăлса тух — анчах статйуна çыр. «Сăмах çук» тесе тăма пултараймастăн. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:57, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Сана эп ан ҫыр пӗрре те каламастӑп. Ӑнланмалла ҫырмалла тетӗп кӑна (эсӗ ятарласа май ҫитнӗ таран ӑнланмалла мар ҫырасшӑн пулас — кун пек ӗҫ вандализм). «Сӑмах ҫук» — ку саншӑн кӑна. Пур сӑмаххи. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:01, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- кала- сăмаха пĕлместĕн пулсан, уншăн çыракан айăплă мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:54, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Эпӗ «кала» сӑмах пирки санпа тавлашатӑп-им? -лӑх/-лӗх ытларах чухне япала ячӗ ҫумне хушӑнать. Ҫавӑн пирки. Исключени май ӗҫхӗл ҫумне хушӑнса та сӑмах пулать тесе ҫырнӑ-ха, анчах ку сайра пулать пулас. Эсӗ вара сайра пулаканнине обыденность тӑвасшӑн. Халь пӑхрӑм та — глагол ҫумне -лӑх/-лӗх хушӑнса иккӗмӗшле япала ячӗ пулни пирки Скворцовӑн словарӗнче кӑна ҫырнӑ (анчах пӗр тӗслӗх те ҫук). Чӑваш чӗлхи справочникӗнче япала ячӗ, паллӑ ячӗ, хисеп ячӗ тата местоимени ҫумне хушӑнни ҫинчен кӑна каланӑ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 17:53, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Л.П. Сергеев хатӗрленӗ «Чӑваш чӗлхи» справочнике эпӗ хам сайта кӗртнӗ иккен. -лӑх/-лӗх аффикспа иккӗмешле япала ячӗсем мӗнле пулнине унта пӑхма пултаратӑн. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 18:00, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Кала- сăмаха аффикссем хушса епле авкалантарас тĕлĕшпе те çын сăмахсарсенче чакаланать пулсан — пархатар пĕтнĕ вара. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:06, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Чӑвашла пӗлекен ҫын нихҫан та чакаланмасть. Вӑл -лӑх/-лӗх глагол ҫумне хушӑнманнине ахаль те пӗлет. Ҫавӑнпа эс хатӗрленӗ ҫавнашкал терминсем тӳрех куҫа тӑрӑнаҫҫӗ те. Чӑвашӑн пуҫне нихҫан та «каланалӑх» тесе пӗр-пӗр япалана калас шухӑш ҫуралмасть. Вырӑсла ӳссе кайран тин чӑвашла вӗреннисем кӑна ун пек конструкцисем ӑсталама пултараҫҫӗ. Чӑваш «Каламалӑх» теме пултарать, анчах кунта урӑх истори — кунта ҫителӗклӗх категорийӗн аффиксӗ, сӑмах тӑвакан аффикс мар. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 18:12, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Кала- сăмаха аффикссем хушса епле авкалантарас тĕлĕшпе те çын сăмахсарсенче чакаланать пулсан — пархатар пĕтнĕ вара. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:06, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Кунта «каланă» тени — глагол мар. Вăл япала ячĕ. Тĕрĕсрех, глаголтан куçнă япала ячĕ ( ru:субстантивация) Тĕплĕнрех çĕнĕрен уçнă «В. П. Вишневский (1804-1885)» секцие пăхмалла. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:50, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- кала- сăмаха пĕлместĕн пулсан, уншăн çыракан айăплă мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:54, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Сана эп ан ҫыр пӗрре те каламастӑп. Ӑнланмалла ҫырмалла тетӗп кӑна (эсӗ ятарласа май ҫитнӗ таран ӑнланмалла мар ҫырасшӑн пулас — кун пек ӗҫ вандализм). «Сӑмах ҫук» — ку саншӑн кӑна. Пур сӑмаххи. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:01, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Википеди — статьясем çырмалли вырăн. Çурăлса тух — анчах статйуна çыр. «Сăмах çук» тесе тăма пултараймастăн. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:57, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Википеди экспериментсем тумалли вырӑн пулмалла мар. Терминсем ӑсталама эп ятарласа «Термин канашлӑвне» те тусаччӗ. Тата эп юлашки вӑхӑтра, куҫарусемпе анлӑ ӗҫленӗ май, ҫакна ӑнлантӑм: ҫӗнӗ терминсене кӗртмелле, анчах та питӗ йышлӑ кӗртни те сиенлӗ. Тапхӑррӑн-тапхӑррӑн кӗртмелле тенӗ пулӑттӑм. Ҫӗннине кӗртнӗ хыҫҫӑн канса илмелле — халӑх вӗсене хӑнӑхса ҫиттӗр. Кайран каллех кӗртмелле… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:30, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Чĕлхене/ре поэтика кирлĕ, çакăн пирки манса кайсан, халăх алă сулать ун пек эксперимент çине. Çапах та çĕнĕлĕхсене кĕртмелле, унсăрăн чĕлхе тĕксĕмленсе тĕссĕр пулса юлать, пăчланса пырать. Viktor (сӳтсе явни) 04:24, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
Калька
тӳрлет"Каланăлăх" вырăсла "Сказуемое" тенине калькаласа куçарни пулать. 100%. Ăна урăхла ниепле те куçараймастăн. "Каланă" тени кунта — япала ячĕн шутĕнче. Глаголăн унашкал формисем япала ячĕ пулнин тĕслехĕсене тепринче илсе катартăп. Паллах, "предикат" теме пулать. Анчах вăл сăмахăн анлăрах пĕлтереш те пур лингвистикăра. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 04:47, 25 Кăрлач уйăхĕн 2019 (UTC)
Термин пирки ҫырни
тӳрлетЭх, мӑнтарӑнскер... Термина мӗнле шутласа кӑларни пирки те ҫырса хунӑ-ҫке! Ним вӑтанмасӑр «хам шутласа кӑлартӑм» тесе палӑртнӑ. Википеди — вӑл вӗт-ха энциклопедиллӗ япала! Хӑш энциклопедире те пулин «этот термин был создан калькированием» ҫырнине курнӑ-и? Тата: шкулти ачасене «каланӑлӑх» тесе вӗрентесшӗн-им? Мӗнле майпа? Шкул кӗнекисенче тахҫанах «сказуемӑй» пулнӑ. «Чӑваш чӗлхи» энциклопеди словарӗнче те ҫаплах. Ellodanis5, эсӗ хӑвна чи ӑслӑ ҫын вырӑнне хуратӑн пулас. Мӗн чухлӗ чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ, тӗпченӗ, пурнӑҫ ирттернӗ, ҫӗре кӗнӗ — вӗсем санран катӑкрах иккен. Википеди вандалӗ мар пулин те, чӑваш чӗлхи вандалех. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 18:32, 31 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Хĕвел сÿниччен сказуемăйлатса çÿрейместĕн. Сказуемăй ялан пулнă тени — ултав, суя. Калав тенĕ. Çынсене ГУЛАГа ăсатма пуçличчен. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 20:22, 31 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Сана никам та терминсем ан ӑстала темест, никам та сана ГУЛАГ-а ӑсатасшӑн мар. Чӑвашла ӑнланмаллисем ӑсталамалла тетӗп. «Сказуемӑй» пирки те сахал мар ҫын пуҫ ватнӑ. Анчах йӗркеллине тупайман. Ак кунта Ellodanis5 сиксе тухнӑ та — пуринчен те ӑслӑрах иккен, никам та тупайманнине шутласа кӑларнӑ! Терминсем ӑсталасси те вӑл ача вӑййи мар, ку тӗлӗшпе вӗренес пулать. Ак, эпӗ корпусра «предложени» вырӑнне «пуплевӗш»-пе усӑ куратӑп. Анчах практикӑра вӑл мӗнле пулнине кӑна хальлӗхе тӗрӗслетӗп. Йӗркеллӗ пулса ҫитнӗ-ши, пулса ҫитеймен-ши — халь те калаймастӑп. Эсӗ вара анлӑ усӑ куракан термин валли чӑваш чӗлхин саккунӗсене пӑхӑнман йӗркепе термин ӑсталанӑ та ӑна тӳрех Википедине чиксе хунӑ. Юрамасть ун пек. Ӑнланмалла мар текстсем пулса тухаҫҫӗ. Ӑнланмалла мар текстсене курсан халӑх «тьху» тесе сурать те, ӑнлануллӑ вырӑсли ҫине куҫать. Эпӗ кунта чӑвашла пӗлекеннисем пирки калатӑп. Ҫапла май чӑвашлатас вырӑнне пач кутӑнла ӗҫ пулса тухать: чӑвашла усӑ куртарас вырӑнне эпир вӗсене вырӑсли ҫине куҫма хистетпӗр. Мӗн лайӑххи пур кун пек чухне? Чӑвашсен «ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас» текен каларӑш пур. Терминсемпе ӗҫленӗ чухне ӑна пушшех те никӗсе хурса ӗҫлемелле. Шел те, сан малта вӑл мар, малта кутӑнлӑх, ху ӑсталанӑ терминсене ҫав тери паха евӗр йышӑнни… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:20, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Пуплерĕш тенине Шкул сайтра ырланă (сайт хуçисем те, унта çÿрекенсем те). Чăн та, каярахпа çырнисене йăлтах кăларса пăрахнă пулас (Паллах, Виноградовсенчен тата ыттисенчен хăраса ÿкнипе). --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:29, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Хутшăнакан:Ellodanis5 патак çитермен (выр. непоротое поколение) йышне кĕрет, çавăнпа унăн пуçĕнче темĕн чухлĕ термин çуралать, халăх пурне те пуçа илеймест. Viktor (сӳтсе явни) 04:19, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Мĕн патак çитерменни ĕнтĕ? Чĕлхе тĕлĕшпе официаллă вырăнта ĕçлесе курман та, çавна кура ирĕклĕ темелле. Ĕçлесе курнă чĕлхеçĕсем пурте патак çисе те курнă — Тимухха Хĕветĕрĕнчен, Т. Матвееврвн пуçласа (вĕсене персе пăрахнăччĕ пулас) Атнер Хусанкай тата Эктор Фонт таран. Анчах та Эктор Фонтăн кĕсйере Испани паспорчĕ пур, çитменнине тата хăй испан та мар, каталон. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 05:45, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Хӑвна Тимухха Хӗветӗрӗпе ан танлаштар-ха. Вӗсем вӗреннӗ ҫынсем! Эс ӑсталакан терминсем вӗсем тунисемпе танлаштарсан кача пӳрнене те тӑмаҫҫӗ! Сан терминусем чӑваш чӗлхине аркатаҫҫӗ. Эсӗ ҫавна пач та туймастӑн… Ачи эс лайӑх, хастар ӗҫлетӗн. Ку питӗ аван. Анчах терминологи ансат маррине пач ӑнланмастӑн. Ҫиелтен пӑхсан кӑна вӑл ансаттӑн курӑнать, тӗрӗссипе вара пит кӑткӑс ӑслӑлӑх. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:26, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Мĕн патак çитерменни ĕнтĕ? Чĕлхе тĕлĕшпе официаллă вырăнта ĕçлесе курман та, çавна кура ирĕклĕ темелле. Ĕçлесе курнă чĕлхеçĕсем пурте патак çисе те курнă — Тимухха Хĕветĕрĕнчен, Т. Матвееврвн пуçласа (вĕсене персе пăрахнăччĕ пулас) Атнер Хусанкай тата Эктор Фонт таран. Анчах та Эктор Фонтăн кĕсйере Испани паспорчĕ пур, çитменнине тата хăй испан та мар, каталон. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 05:45, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Аха, эпĕ иккен-ха ку «вĕренмен çын» текенни? Ăçтан пĕлен? Кам каларĕ? Мĕнрен курăнать ку? Тимухха Хĕветĕрĕ ăçта вĕреннĕ? Иван Яккăльччă патĕнче Турă Саккунне вĕреннĕ. Тата Марр акаачемĕк патĕнче аспирантурăра. Анчах Марр аккачемĕк вĕрентĕвне Сталин юлташ тахçанах аркатса тăкнă. Вĕрентĕве çавăн хыççăн çĕнĕрен чĕртсе тăратман. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:35, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Эпӗ терминсем ӑсталасси пирки калатӑп. Эсӗ пач пӗлӳсӗр ҫын пирки мар. Эпӗ, тӗслӗхрен, аслӑ пӗлӳ илнӗ чухне диплома терминсем ӑсталас тӗлӗшпе ҫырса, хӳтӗлесе. Апла пулин те хама питӗ чаплӑ термин ӑсти тесе калаймастӑп. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:03, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Диплом хÿтĕлекенĕн ертÿçи кам пулнă? Виноградов-и? Тимухха Хĕветерĕн пуç мимине Марр аккачемĕк нумай пăтратнă, апла пулин те лешĕ адекватлă пулса юлма пултарнă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:56, 2 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
«Промышленность» сăмаха вырăс чĕлхине Карамзин кĕртнĕ
тӳрлет«Промышленность» сăмаха вырăс чĕлхине Карамзин кĕртнĕ. Унччен пулман. Карамзин юлташ дитературăра «тĕслĕхсем» шыраса ларман. Тытнă та — кĕртнĕ. Пыйтă шыранă пек шыраса ларнă пулсан, сăмахĕ паянхи кун та пулмастчĕ. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 05:37, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- «Промышленность» — вырӑс чӗлхин нормипе йӗркеленнӗскер. «Каланăлăх» — чӑваш чӗлхинче юттӑн илтӗнет. Тата, эс хӑвна Карамзин шайӗнчех шутлатӑн пулас... Виталий Петрович Станьял пур, сӑмахлӑх валли нумай термин ӑсталанӑ. Сумлӑ ҫын. Шел, вӑл ӑсталанисемпе хӑйӗнсӗр пуҫсӑр никам та усӑ курмасть. Мӗншӗн тесен — ӑнӑҫсӑр, усӑ курма май ҫуккисем («вулавӑш» кӑна, ӑнӑҫсӑр пулин те, ҫынсене ӑнланмалла пулнӑран, чӗлхене кӗчӗ). Темле термин та «ӑсталама» пулать, анчах халӑх ӑна йышӑнӗ-и, йышӑнмӗ-и — ҫакна халӑх кӑна татса пама пултарать. Эпӗ мар, Ellodanis5 мар — халӑх. Ку тӗлӗшпе «халӑх вырӑсланать» тесе те витӗнме кирлӗ мар. Терминсем ҫуккипе мар вырӑсланать, тӗп сӑлтавӗсем урӑххисем. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:40, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Промыщленность сăмаха чăваш чĕлхине кĕртмелле тесе каламан эп. Чăваш чĕлхинче индустри тени вырăнлăрах. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:00, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Чӑваш чӗлхи эс каланине итлемест ҫав. Чӑваш чӗлхинче «Промышленность» те, «индустри» (урӑх пӗлтерӗшпе) те пур. Вырнаҫнӑ, усӑ курӑнаҫҫӗ… Эпӗ урӑххи пирки сӑмахларӑм: вырӑс чӗлхи валли «промышленность» ӑсталанӑ чухне вырӑс чӗлхин нормипе усӑ курнӑ, ҫавӑнпа вӑл йӗркеллӗ кӗнӗ, вырнаҫнӑ. «Каланăлăх» вара чӑваш чӗлхинче ҫук йӗркепе ӑсталаннӑ. Ҫаванпа вӑл юттӑн курӑнать. Эпӗ ҫавӑн пирки. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:07, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Промышленность сăмах кирлĕ-и сана е çук-и? Мана кирлĕ мар.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:56, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Сана кирлӗ мар-тӑк ан усӑ кур. Ыттисем пурте усӑ кураҫҫӗ: «ҫӑмӑл промышленность», «хими промышленноҫӗ» тата ытти те. Эсӗ вӗсене «ан усӑ курӑр!» тесе ҫапса хуҫаймастӑн вӗт. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 17:44, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Прмышленность теессишĕн вилсе каякансем кунта çÿремеççĕ. Вĕсене кунта сĕтĕрсе килсе песплат статьясем çыртараймастăн. Пăхлă вĕренпе те сĕтĕрсе килейместĕн. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:09, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Сăмах май каласан, Администраци «промăçлăх» теессишĕн тăрать. Анчах ку япалана эп ăнăăçлă тесе шутламастăп. Прмышленность тенинчен нимпе те лайăхрах мар.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:18, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Прмышленность теессишĕн вилсе каякансем кунта çÿремеççĕ. Вĕсене кунта сĕтĕрсе килсе песплат статьясем çыртараймастăн. Пăхлă вĕренпе те сĕтĕрсе килейместĕн. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:09, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Сана кирлӗ мар-тӑк ан усӑ кур. Ыттисем пурте усӑ кураҫҫӗ: «ҫӑмӑл промышленность», «хими промышленноҫӗ» тата ытти те. Эсӗ вӗсене «ан усӑ курӑр!» тесе ҫапса хуҫаймастӑн вӗт. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 17:44, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Промышленность сăмах кирлĕ-и сана е çук-и? Мана кирлĕ мар.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:56, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Чӑваш чӗлхи эс каланине итлемест ҫав. Чӑваш чӗлхинче «Промышленность» те, «индустри» (урӑх пӗлтерӗшпе) те пур. Вырнаҫнӑ, усӑ курӑнаҫҫӗ… Эпӗ урӑххи пирки сӑмахларӑм: вырӑс чӗлхи валли «промышленность» ӑсталанӑ чухне вырӑс чӗлхин нормипе усӑ курнӑ, ҫавӑнпа вӑл йӗркеллӗ кӗнӗ, вырнаҫнӑ. «Каланăлăх» вара чӑваш чӗлхинче ҫук йӗркепе ӑсталаннӑ. Ҫаванпа вӑл юттӑн курӑнать. Эпӗ ҫавӑн пирки. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:07, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Промыщленность сăмаха чăваш чĕлхине кĕртмелле тесе каламан эп. Чăваш чĕлхинче индустри тени вырăнлăрах. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:00, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Халăх кулленхи пурнăçра ансат сăмахсемпе кăна усă курать. Кăткăсрах сферăсенче вырăсла/хутăшла пуплет. Хаçат-журнал тата ытти МИХ сахалли (шучĕпе те, тиражĕпе те) ютран чăвашлатнă терминĕсене калаçăва кĕртме май памасть. Термина кĕске вăхăтра темиçе хут улăштарни те вырăнлă мар. Хормипе те хитре (япăха кăтартаканĕ сăнсăр пулни те пулать), пĕлтерĕшĕпе те тарăн шухăшлăрах пулсан аван. Сӳтсе явни питĕ аван. Ан сӳнтĕр çакăнти вучах. Хăвăрăн пек калаçтарасси перфекционизм чирĕ патнелле туртать. Тăван ача та ашшĕн-амăшĕн характер/сăн йĕрĕсене пурне те илмест. Пĕрмаях улшăнуллăх тата майлаштарулăх кирлĕ, унсăрăн организм/система аталанма пăрахать. Паллах, тĕп никĕсĕ пирки манмалла мар. Ăслăхра пур-çке саккун: йыш ӳссе пынăçем пахалăха улăштарать. Диалектика хуçаланать тĕнчере. Çавăнпа ĕнтĕ, çырмалла, çырмалла, çырмалла. Ятлаçмасăр, усал сăмахсемсĕр (усал сăмах вырăнне тĕрĕссине тупсан чун хĕпĕртет! Усал сăмах вăл кĕскетсе калани, вырăсла — короткое замыкание.). Viktor (сӳтсе явни) 06:31, 2 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
«Тĕслĕхсем» шырасси пирки
тӳрлет«Тĕслĕхсене» академилле (таса наукăпа çыхăннă) словарьсем валли шырас пулать. Ĕçлевлĕхпе çыхăннă сăмахсарсенче вăл япала питех кирлĕ мар. Ну, тĕслĕхсем илсе кăтартни аван ĕнтĕ, ытлашши япала мар. Анчах çынсене вĕçĕмсĕр сехĕрлентерсе тăраймастăн. Хуть те мĕнле çĕнĕлĕх те хăçан та пулсан «пĕрремĕш» пулать. Статья çырмалла пулсан — çырмаллах. «Сăмах çук» тесе тытăнса тăраймастăн. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 05:55, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Статья ҫырмалла мар тесе никам та каламан-ҫке. «Сказуемӑй» ятпа хатӗрлесен мӗн, тӗнче пӗтсе ларать-им? Пурте пӗлекен сӑмахпа, пурте усӑ кураканнипе. «Масар», «юлташ», «лап», «пӳрт» — вӗсем пурте хӑй вӑхӑтӗнче ытти чӗлхесенчен кӗнӗ, чӑвашсем тиркесе тӑман. «Сказуемӑй»-я вырӑс чӗлхинчен илнӗ те, ҫавӑнпа тиркетӗн. Ҫав кӑна. Деколониализм туйӑмӗпе ӑнланмалла мар терминшӑн кутӑн тӑратӑн... Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:45, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Мĕншĕн «скасуйĕмăй» тесе тертленмелле, енчен «каланăлах» тени çавнах пĕлтерет пулсан? Çăкăра хĕлеп темĕстĕн вĕт, ку та çавах. Шыв вырăнне вата темешкĕен те ăнтăлмастпăр. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:04, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Сансӑр пуҫне «сказуемӑй» тесе никам та тертленмест. Пурте йӗркеллӗ йышӑнаҫҫӗ, усӑ кураҫҫӗ. «енчен «каланăлах» тени çавнах пĕлтерет пулсан?» — хӑҫантанпа? Кам йышӑннӑ? Халӑх ҫапла усӑ курать-и? Пӗр эсӗ ҫапла усӑ курма йышӑнни халӑх ӑна ӑнланнине пӗлтермест. «каланăлах» чӑваш чӗлхин саккунӗсене пӑхӑнманнине те эс ниепле те ӑнланасшӑн мар. Уф, сан пеккисемпе тавлашса ҫитерме май ҫук. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:10, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Вырăс чĕлхине «йышăннипе» ан тĕлĕнтер. Эс чăваш чĕлхине йышăнма хăтланса пăх. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:58, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Тӑванӑм, эпӗ куллен чӑваш чӗлхипе усӑ куратӑп. Хамӑн ачасем ҫук пулин те, йӑмӑксен ачисемпе те чӑвашла кӑна калаҫатӑп (вӗренччӗр). Ҫынсемпе, вӗсем чӑвашла пӗлеҫҫӗ пулсан, чӑвашла кӑна калаҫатӑп. Ыттисемпе те чӑвашла пуплешме тӑрӑшатӑп (пӗлмеҫҫӗ пулсан хистеместӗп). Чӑваш чӗлхипе куллен усӑ курнӑран чухлатӑп ӗнтӗ: калаҫура эс тунӑ терминсемпе усӑ курас пулсан вӗсем мана «эс ӑсран тайӑлнӑ-им, мӗнле чӗлхепе калаҫатӑн?» тесе ыйтӗҫ. Куллен чӑвашларан вырӑсла, вырӑсларан чӑвашла куҫаратӑп. «Ҫӗнӗ капкӑн» канал валли вырӑсла анекдотсене чӑвашла куҫарса пӑх-ха, вара ӑнланӑн чӗлхе илемлӗхне упраса хӑварма мӗн тери йывӑррине. Википедире кӑна ҫырса лармастӑп, практикӑра чӑваш чӗлхипе усӑ куратӑп. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 17:16, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Кунта эпир уйрăм харкамлăха сÿтсе явамастпăр. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 02:08, 2 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Тӑванӑм, эпӗ куллен чӑваш чӗлхипе усӑ куратӑп. Хамӑн ачасем ҫук пулин те, йӑмӑксен ачисемпе те чӑвашла кӑна калаҫатӑп (вӗренччӗр). Ҫынсемпе, вӗсем чӑвашла пӗлеҫҫӗ пулсан, чӑвашла кӑна калаҫатӑп. Ыттисемпе те чӑвашла пуплешме тӑрӑшатӑп (пӗлмеҫҫӗ пулсан хистеместӗп). Чӑваш чӗлхипе куллен усӑ курнӑран чухлатӑп ӗнтӗ: калаҫура эс тунӑ терминсемпе усӑ курас пулсан вӗсем мана «эс ӑсран тайӑлнӑ-им, мӗнле чӗлхепе калаҫатӑн?» тесе ыйтӗҫ. Куллен чӑвашларан вырӑсла, вырӑсларан чӑвашла куҫаратӑп. «Ҫӗнӗ капкӑн» канал валли вырӑсла анекдотсене чӑвашла куҫарса пӑх-ха, вара ӑнланӑн чӗлхе илемлӗхне упраса хӑварма мӗн тери йывӑррине. Википедире кӑна ҫырса лармастӑп, практикӑра чӑваш чӗлхипе усӑ куратӑп. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 17:16, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Вырăс чĕлхине «йышăннипе» ан тĕлĕнтер. Эс чăваш чĕлхине йышăнма хăтланса пăх. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:58, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
ОРИСС
тӳрлетТӗрӗссипе, @Ellodanis5 ӑсталанӑ ҫакнашкал терминсем пурте вырӑслинче палӑртнӑ пек ОРИСС (паллах, терминсем пек пӑхас пулсан) пулаҫҫӗ. Пирӗн пайра та ман шутпа, Википеди темле ирӗклӗ пулсан та, ҫавӑн пек чару тумаллах. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:29, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ну, «чар» эппин. Анчах та ман чухлĕ волонччор ĕçĕ тăвакана тупса хур. Çĕмĕрсе çÿрекене мар (ун пеккисем туллиех!), конструктивлă ĕç тăвакана. «Математическое выражение» текеннине мĕнле калама шутлан? Вырашенĕ тесшĕн-и? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:02, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Пин хут ҫыратӑп: эп терминсене ӑнланмалла ӑсталамалли пирки калатӑп. Термин ӑсталама ӑсталӑх кирли пирки… Эс ҫавах «эс мана ҫырма чарасшӑн» тесе ҫыратӑн. Ӑҫта та пулин «урӑх ан ҫыр» терӗм-и? Ку тӗлӗшпе сана маттур терӗм-ҫке. «Математическое выражение» валли, хам пулсан «Математика выраженийӗ» тенӗ пулӑттӑм. Мӗншӗн тесен «палӑртни», е «курӑмлатни» тесен тӳрех ӑнланмалла мар. Чӗлхе терминӗнчи куҫарупа пӗрешкел тӑвас тесен пӗр-пӗр «Математикӑри ҫыру майлашӑвӗ» темелле пуль (выр. выражение = чӑв. сӑмах майлашӑвӗ). «Математика формули» тес, анчах вӗсем расна япаласем. Вӗренӳ кӗнекисене пӑхса илмелле — унччен мӗнле сӗннисем пур (словарьсенче математикӑпа ҫыхӑннине илсе паман). Анчах «эпӗ шутласа кӑларни чи аванни!» тесе кутӑнланса тӑмалла мар. Ҫирӗпленни ҫук чухне ӑнланмалла мар ан пултӑр тесе эп «Математика выраженийӗ» тенипех усӑ курӑттӑм. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 17:39, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Мĕншĕн выраженĕ тесе тертленмелле, енчен вăл каланăлăх тенине пĕлтерет пулсан? Тăвар вырăнне соль теместĕн вĕт? Патак вырăнне палккă теместĕн. Йывăç вырăнне черĕвă теместĕн. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:13, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Вӑт кутӑн вӗт... Каланӑлӑх та каланӑлӑх тет. Пулма пултараймасть ун пек сӑмах. Справочниксем те кӑтартрӑм ӗнтӗ, ҫавах йӑнӑшрӑм тесе йышӑнасшӑн мар. Сана пӗлме: хӑш-пӗр сӑмахсем чӑваш чӗлхинчен пулнӑ пулин те тухса ӳкнӗ. Вӗсене ютран килнисем ылмаштарнӑ. Тӗслӗхрен: кушак (чӑвашли «пӑҫук» пулнӑ теҫҫӗ), «кӗрепле» (чӑваш сӑмахӗ паллӑ мар), «мӑлатук» (халь тӳрех аса илейместӗп, чӑвашла сӑмахӗ пулнӑ) тата ыттисем те. Пирӗн патра, калӑпӑр, «навус» теҫҫӗ, «тислӗк» тесен ӑнланмаҫҫӗ. «Кишӗр» вырӑнне — «моркка». Халь вӑл, литература чӗлхи сарӑлнӑран, «кишӗр»-не те, «тислӗк»-не те пӗлеҫҫӗ, ӑнланаҫҫӗ. Калаҫура ҫавах хӑнӑхнӑ сӑмахсемпе усӑ кураҫҫӗ. «Выражени» тесе никам та тертленмеҫ, «деколониализм» туйӑмне путнисем кӑна тертленеҫҫӗ... хӑйсем валли вӑйпа ҫӗнӗ сӑмах шыраҫҫӗ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 18:23, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Чăвашла «воспитани» тесе çыракан çынран пархатар пулмасть, тенĕ Геннадий Никандрович Волков. Кунта та çаплах. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:40, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)

В. П. Вишневский (1804-1885) çапла çырнă: "халь манăн йоратнăсам, эсĕр хосамăр коратăр..." Юратнăсем тит. Çапла вара кунта «юратнă» тени япала ячĕ пек курăнать те ун çумне нумайла хисепĕн сем- аффиксĕ хушăнать (Ку татăка В. Г. Родионовăн кĕнекинчен илнĕ: Чăваш литератури. 18-19 ĕмĕрсем. 2006 — с.133. Тен Интьернетра пур пуль.) Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:37, 1 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)