Сӳтсе явасси:Йӑх (биологи)
Шухăш
тӳрлетЙăх тени, ман шутпа, биологилле систематикăри таксонсене кăтартма пачах та юрăхсăр. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:58, 15 Утӑ уйӑхӗн 2022 (UTC)
- Йӑх-вырӑсла род. Кунта шӑп та Йӑх сӑмах кирлӗ. --Andreevart (сӳтсе явни) 19:23, 15 Утӑ уйӑхӗн 2022 (UTC)
- Йăха вырăсла род теме пăхни, род'а чăвашла йăх теме пăхни — кусем иккĕшĕ те тĕрĕсех мар. Вĕсен, çав сăмахсен, пĕр-пĕрне тĕлме-тĕл килеслĕхĕ 50-60% ытла мар. Тепĕр тесен, кунта куçарса ларасси пирки мар, термин ăсталасси пирки сăмах пырать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:59, 15 Утӑ уйӑхӗн 2022 (UTC)
Аргументсем
тӳрлетАкă, сăмахран, племенное животноводство текен ăнлав пур. Мĕне пĕлтерет вăл? Тĕсрен аслăрах таксонпа вăл пачах та çыхăнман. Тĕсрен кĕçĕнрех япаласем пирки сăмах пырать кунта. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:01, 15 Утӑ уйӑхӗн 2022 (UTC)
- Ку статья паллах ниепле племенное животноводство ăнлавпа ҫыхӑнман, биологи ӑслăхӗпе ҫыхӑннӑ, классификацине генетика, ДНК тӑрӑх пайлаҫҫӗ. --Andreevart (сӳтсе явни) 19:23, 15 Утӑ уйӑхӗн 2022 (UTC)
- Систематика никĕсĕнче, тĕпĕнче, малсăлтав пек пулса, шăпах генетика тăрать. Организмсем пĕр-пĕринпе тăванлă пулса майлашăнни — ăнсăртлăх мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 20:00, 15 Утӑ уйӑхӗн 2022 (UTC)
Ăрат
тӳрлетĂрат тени те (зоологире) тĕс тенинчен кĕçĕнрех япала. Аслăрах мар. Сăмахсарсенче те çаплах палартнă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:09, 15 Утӑ уйӑхӗн 2022 (UTC)
- Килӗшетӗп. Кунта шӑп та йӑх тĕсрен кӗҫӗннине палӑртса ҫырнӑ.
- Йăх тĕсрен кĕçĕнрех пулсан, вăл подвид, сорт, порода тенисемпе тĕлме-тĕл килмеллеччĕ. Эпир вара ăна темшĕн род тенипе тĕлме-тĕл килтересшĕн. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:59, 15 Утӑ уйӑхӗн 2022 (UTC)
Биологи тата зоологи систематикисем кӑштах уйӑрӑлса тӑраҫҫӗ. Ăрат тата Йăх синонимсем. --Andreevart (сӳтсе явни) 19:23, 15 Утӑ уйӑхӗн 2022 (UTC)
- Зоотехнири ăрат агрономири сорт тенипе пĕр килет. Сорт тата ăрат тĕсрен кĕçĕнрех япаласем. Род вара тĕсрен аслăрах. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:59, 15 Утӑ уйӑхӗн 2022 (UTC)
- 1Род (лат. genus, мн. ч. genera, от др.-греч. γένος) — вторая главная категория в биологической систематике, следует в таксономии за категорией вид[1].
Один из основных рангов иерархической классификации в биологической систематике.
Описание В иерархии систематических категорий род стоит ниже семейства и трибы и выше вида.
- 2Эпир зоотехни тата агрономи, сорт ҫинчен калаҫмастпӑр халӗ. Вӗсем пачах урӑх оперӑран. Унсӑр пуҫне ӑрат йӑхпа синоним пулсассӑн та ӑрат=порода пулать, йӑх=род. Пур сӑмахран ма ҫӗннине шутласа тупмалла?
- 3 Тата порядок=отряд, систематикӑра пӗр япалан икӗ ят пур. Ҫавӑнпа та куҫарнӑ чух питӗ тимлӗ пулма кирлӗ.
Ҫӳлерех Эсир ҫырнӑ кашни пункт ҫине хурав ҫырнӑччӗ, май пулсан тепре пӑхса тухма сӗнетӗп. Сире хисеплесе --Andreevart (сӳтсе явни) 20:05, 16 Утӑ уйӑхӗн 2022 (UTC)
Йĕрке
тӳрлет«Порядок» тенине йĕрке теме сĕннĕ. Ку таксона вырăсла ботаникăлла литературăра ÿсентăрансен хăшпĕр отрячĕсем тĕлĕшпе çеç усă кураççĕ (йăлана кĕнĕ тăрăх, чăннипе вара унсăр та шик! шăхăрса çеç пурăнма пулать). Чăвашла ботаникăлла литература вара пачах та çук. Эппин ирĕксĕрех çитмен терминсене хамăрăн шутласа кăларса пурнăçа кĕртес пулать. Çук тесе статьяна çырмасăр хăвараймастăн. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:28, 17 Утӑ уйӑхӗн 2022 (UTC)
Кăк
тӳрлетКăк (биологи) Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:34, 12 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)