Сӳтсе явасси:Йăлăм

Юлашки сообщени: 1 год назад «Айлăм тенине кăларса пăрахмалла» темӑра Ellodanis5 ҫырнӑ

Атăллешьен — кун пек термин çук-ха... Атăлăн леш енчи çĕрсене (вырăсла Заволжье) чăвашсем «йăлăм» теççĕ. Йăлăм касма çӳренĕ те унта, çăвăнпа. Çапах та пур вырăна та «йăлăмлăх» тесе палăртаймăн, çавна май çĕн урапа шутласа кăларар мар, пуррипе усă курар пулĕ — кунта «Атăл леш енĕ», «Кама леш енĕ» ăнлавсемпе усă курнă. Апла çырни чăвашларах пек янрать.

Йăлăм пирки — Сăвар Эртиванăн «Йăлăм енчи чăваш тĕнчи» ятлă сăвă пур. Маркиан Удаловăн «Чечек» романĕнче çакăн пек йĕркесем пур:

   Çĕрле. Тӳлек. Ĕшеннĕ Атăл
   Канма выртман-мĕн — çывăрмасть,
   Пĕр шавсăр, канăçлă выртмасть.
   Хумсем пĕр çилсĕр: шăпăл-шапăл —
   Сăмах ваклаç пек тем çинчен.
   Тӳлек... Ним те шиклентермест пек,
   Нимле усал çӳçентермест пек...
   Чим! Йăлăм айлăмĕ енчен
   Аран-аран сас илтĕнет:
   «Васка, васка, шыврах ан çывăр!»
   Çынсем, утсем сывлаççĕ йывăр,
   Ват Атăл вăрттăн чӳхенет.

Вăт çапла. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 05:32, 16 ака 2008 (UTC)

Хитре палăрту — Йăлăм. Çапла тумалла. Viktor 17:43, 16 ака 2008 (UTC)
Йăлăм — чăвашла урăхла каласан «шыв илекен вырăн» пулать. Атăл леш енĕ айлăмра вырнаçнă та ăна яланах шыв илнĕ. Çавăнпа та ăна йăлăм тенĕ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 06:30, 17 ака 2008 (UTC)
килĕшетĕп. Никифор Мранькан «Ĕмĕр сакки сарлака» романĕнче те йăлăм теççĕ...Атăллешьен йăнăшлă... --Chavash 06:04, 17 ака 2008 (UTC)

Статья тексчĕ

тӳрлет

Ятне улăштарнă-ха, анчах статьине тӳрлетмелле. Йăлăм — Чăваш Енри вырăна калаççĕ. Ытти вырăнсен ячĕ вала "Атăл леш енĕ" пулмалла.--PCode (сӳтсе явни) 06:40, 19 Ака уйăхĕн 2008 (UTC)

Заволжье - Атăл хыçĕ.--Генерал Тихон (сӳтсе явни) 07:27, 1 Çĕртме уйăхĕн 2018 (UTC)

Айлăм тенине кăларса пăрахмалла

тӳрлет

Мĕншĕн тесен вăл тепĕр статья ячĕ валли кирлĕ Ellodanis5 (сӳтсе явни) 21:46, 5 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Вернуться на страницу «Йăлăм».