Сӳтсе явасси:Географири аслӑ тӗпчевсем
Юлашки сообщени: 1 год назад «Уçнăлăх» темӑра Ellodanis5 ҫырнӑ
Тĕпчевсем мар ĕнтĕ, ăстан тĕпчевсем пулччăр. Патне те пымасть темелле. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:14, 18 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- «уҫни» тесен пит кӑнттам. Вӑл вӑхӑтра ҫӗнӗ ҫӗрсене тӗпчесе уҫнӑ. Ҫавна май тӗпчев тесе ят патӑм. «Географири» тени мӗн тӗлӗшпе тӗпчевсем пулнине палӑртать. «Аслӑ географи открытийӗсем» тесен эсир питех те вӗт килӗшмен пулӑттӑр… «Географи уҫни» — кун пек май ҫук, ӑнланмалла мар. Сирӗншӗн ҫавах пуль те маншӑн вӑл пач ӑнланмалла мар, кӑнттам япала пулса тухать. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 18:15, 18 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- «Открыти»-пе «уҫни» хушшинче питӗ пысӑк уйрӑмлӑх. «Уҫ» ӗҫхӗлӗн мӗн те пулин ҫӗннине тӗпчесе пӗлнине кӑтартакан пӗлтерӗш чӑваш чӗлхинче ҫук. Тата кунта «Аслӑ» сӑмах питӗ чӑрмантарать. «Георафические открытия» тенине чӑн чӑвашла калас тесен чӑвашла «Географире ҫӗнӗ ҫӗрсене тупни» пулать. Анчах «Аслӑ Географире ҫӗнӗ ҫӗрсене тупни» тени «Аслӑ географи» туса хурать. «Географири Аслӑ ҫӗнӗ ҫӗрсене тупни» тесен «аслӑ ҫӗр» йӗркеленни чӑрмантарать. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 18:21, 18 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
Çук, çук, çук тесе ăнлав пирки каламасăр хăвараймастăн
тӳрлетÇук, çук, çук тесе ăнлав пирки каламасăр хăвараймастăн Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:13, 19 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ӑнлантартӑм мар-и? Вара, мӗн вӑйпа усӑ курмалла-им? Вӑйпа чӑваш чӗлхин саккунӗсене пӑсса вырӑс саккунӗсем ҫине улӑштарнин мӗн усси? Ун пек чӑваш сӑмахӗсемпе ҫырнӑ вырӑсла текст кӑна пулать. Кама кирлӗ ун пекки? Ун пеккине нушаланса вулас вырӑнне вулас текенни луччӗ тӳрех вырӑслине кайса вулать. Термин пит ӑнӑҫлӑ тесе каламастӑп эпӗ. Тен, шухӑшласан лайӑхрах вариант та тупма пулать. «Аслӑ географи открытийӗсем» — пит аван, ӑнланмалла. Анчах вӗт-ха эсир питех те вырӑс сӑмахӗсенчен хӑратӑр, «открыти» сӑмах чӑваш чӗлхине кӗрсе каясси — калама хӑруш япала сирӗншӗн. «Открыти» сӑмаха чӑваш чӗлхине кӗртиччен эсир никам ӑнланман термин ӑсталаса кӑларатӑр... Вырӑс сӑмахӗсенчен хӑпас тетӗр, анчах ун вырӑнне вырӑсла шухӑшласа чӑваш сӑмахӗсемпе терминсем хатӗрлетӗр. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 13:04, 19 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Пĕр сăмахран тăракан термина темиçе страницăллă «ăнлантарупа» «куçарни» вăл — куçару мар. Ăнлантарăвĕ темиçе абзацран тăрать пулсан та, пурпĕрех çавăнпа килĕшсе тăмашкăн çук. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:24, 19 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
Уçнăлăх --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:26, 19 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)