Сӳтсе явасси:Вирьял чӑвашсем

Юлашки сообщени: 1 год назад «Анатри чăвашсем — тăхăмла ушкăн» темӑра Ellodanis5 ҫырнӑ

Тасал кунтан, вандал!

тӳрлет

Тасал кунтан вандал! --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:16, 5 Ака уйăхĕн 2019 (UTC)

Вирьялсем

тӳрлет

Мӗскер вӑтанатӑр, тӳрех ҫырмалла пулнӑ: чӑвашсем, тӗрӗксем мар тесе. Марийсенчӗн пулса кайнӑ ҫырмаллаччӗ, апла пулсан. Artem Petrov CHV (сӳтсе явни) 17:01, 7 Ҫурла уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Атту вирьялсене чăвашсенчен уйăрса «çĕнĕ халăх» туса хурĕç тата ((( --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:40, 30 Авӑн уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
Тури е Вирьял чăвашсемçине улӑштармала вара халь? Artem Petrov CHV (сӳтсе явни) 16:30, 11 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Мӗнле Вирьялла тата?

тӳрлет

Ан мӑшкӑлӑр-ха! Мӗнле Вирьялла тата? Хӑҫан тата ӑҫта ун пек ҫырнине курнӑ эсир? Вирьялсем тени пур, Тури чӑвашсем тени пур... Тата Вирьялла шутласа кӑлартӑр… Вирьялсем тенинче те ним япӑххи ҫук. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 13:58, 12 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Вирьялла тени чӑн чӑваш мар, темле тӗрӗс мар чӑвашсем пек курӑнать! Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 14:00, 12 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
Вутпа вылятăн, юлташ, вутпа. Акă, тытаççĕ те ытти чăвашсенчен уйăрса пăхма пуçлаççĕ. Каялла тавăр. Историре ак çакнашкал япала пулнă — https://web.archive.org/web/20140223163509/http://www.minnac.ru/minnac/info/besermjane.html#besermpost --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:25, 12 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
Эсӗ уйӑрасшӑн! Кам уйӑрать? Яланах вирьялсем тенӗ. Ун пек каласа никам та чӑвашсене уйӑрас тесе шухӑшламан. Вирьялла чӑвашсем тесен вара — тури чӑвашсенчен мӑшкӑллани пулать. Питех те «вирьялсем» тени килӗшмест пулсан — «Тури чӑвашсем» теме пултаратӑн. Анчах мӗншӗн Вирьялла темелле? Атя, эп илетӗп те анатрисене «Анатрилле чӑвашсем» тесе ят паратӑп? Килӗшӗ-и? Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 14:31, 12 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
Ну, çыр «анатрилле чăвашсем» тесе, анчах «чăвашсем» тенине çеç сиктерсе ан хăвар. Тĕрĕссипе, унта капла та аффикс хутшăннă: анат > анат-ри > анат. Анат чăвашсем мар, анатри тенĕ. Тĕрĕссипе малтанхи вариант та çителĕклĕ пулмаллаччĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:40, 12 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
  • Анатри чăвашсем, Вирьял чăвашсем — çапла пулмалла. Пĕр ăнлавра чăваш тени пур, тепринче çук — çавнашкал пулмалла мар. Вĕсем те, кусем те — чăвашсем. Чăваш тенинчен пăрăнмалла мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:36, 12 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Чăваш пулма ан хăра!

тӳрлет

Чăваш пулма ан хăра! --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:40, 12 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Ача вăййи мар ку!

тӳрлет

Ача вăййи мар ку! (каçăпа кăтартнă материала пăх!) Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:28, 12 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Ача вӑййи мар ҫав! Тури чӑвашсене пулса ҫитмен чӑвашсем пек кӑтартасси мӗн тума кирлӗ? Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 14:34, 12 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
Ху ма тата «анат чăвашсем» теместĕн, «анатри» тенине туртса кăларатăн? Вирьял чăвашсем тени пулнă унта, анчах ăна пĕрре кăларса пăрахнă та, халĕ алхапăлах тепре кĕртме çук. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:43, 12 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
Мӗншӗн тесен яланах ҫапла каланӑ. Турисем, анатрисем, вирьялсем, анат енчисем. Сӑмах чӑвашсем пирки пыни пирки мӗншӗн ӑна каламалла? Никам та «Лапсар ялӗнче пурӑнакансем» тесе каламасть-ҫке: Лапсарсем теҫҫӗ. Кӗске, ӑнланмалла. Лапсарсем тесен те никам та вӗт-ха Лапсар халӑхӗ чӑвашсенчен уйрӑлса тухасшӑн тесе шутламасть! Ним ҫукран проблема ан шырӑр-ха… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 14:51, 12 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
«Анатрисем» — пурте ҫапла ҫыраҫҫӗ. Вӗсем пурте чӑвашсене пайласшӑн-им? Чӑн та хыҫӑнман вырӑна хыҫатӑр… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 14:54, 12 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
  • Анат енчисем тени нихçан та пулман. Ăна, çав ăнлава, уччоннăйсем шутласа кăларнă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:57, 12 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
    Эсӗ ӑсчахсен шухӑшне тӗпе хумастӑн, ҫавӑнпа «пулман» тетӗн. Шутласа кӑларнӑ тетӗн те ӗҫӗ пӗтнӗ. Чӑвашсене ҫак ушкӑнсем ҫине пайласси ытларах енӗпе вырӑнти калаҫупа (диалектпа) ҫыхӑннӑ. Паллах, вӗсем пӗр-перинчен аяккарах вырнаҫнӑран культурӑра та, ҫипуҫ тӗлӗшӗнчен те кӑшт уйрӑмлӑхсем пур. Анчах ҫакӑ вӗсене чӑваш пулма пӗрре те чӑрмантармасть. Пӗрисен ҫармӑссен витӗмӗ пысӑк, теприсен — тутарсен витӗмӗ. Ҫав кӑна. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 15:03, 12 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Вирьял тени уйрӑлнине пӗлтерет-и?

тӳрлет

«Вирьялсем» тенинчен хӑшӗ-пӗри ҫав тери хӑрать. Тӳрех халӑх уйрӑлса тухасшӑн тесе шухӑшлать. Анчах ҫакӑ ҫапла-и? Тяпкинӑн тата Ерагинӑн унашкал туртӑм пулнине илтсе. Ҫав кӑна. Вӗсен ӗҫӗ те, аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ пек, паллах, ним усси та парас ҫукки тӳрех паллӑччӗ. Анчах вӗсене пула халь темшӗн вирьялсем тенинчен ҫав тери хӑрама пуҫларӗҫ. Эпӗ ӑнланатӑп, енчен те вӗсен ӗҫӗ пирӗ пысӑк шая хӑпарса кайнӑ пулсан, вӗсем тӗллеве пурнӑҫласа ҫитесси патне ҫитнӗ пулсан… Анчах вирьялсем термин вӗсене пула айӑпа кӗмелле мар-ҫке. Вирьялсемпе анатрисем вӗсене пула пайланма пуҫламан-ҫке. «Вирьялсем» терминран хӑрани ку ӗҫе пушшех те вӑйлатать — Тяпкинсем темӗнле витӗм кӳнине кӑтартса парать. Малтанхи пекех усӑ курмалла кӑна, ҫак термин ҫине акцент тумалла мар. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 14:47, 12 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Эс пуçламан, анчах ыттисем çывăрмаççĕ. Кантуртисем. Бесермянсем те «уйрăлас» тесе шутламан пуль. Анчах пурпĕрех уйăракансем тупăннă. авă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:52, 12 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Хуть те мĕнле ят пар, анчах чăваш тенине кăларса ан пăрах

тӳрлет

Хуть те мĕнле ят пар, анчах чăваш тенине кăларса ан пăрах Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:59, 12 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Капла каять-и? «Вирьял чӑвашӗсем» тесен те эп хирӗҫ мар. «Вирьялла чӑвашсем» тенине кӑна хирӗҫ. Шутсӑр хирӗҫ. //сӑмах май, -ла/-ле; -лӑ/-лӗ аффикссемпе хӑҫан усӑ курса терминсем хатӗрленине санӑн лайӑх тишкермелле. Эсӗ кӳрентерес темен пуль, анчах ҫавӑн пек термин пӗлменнипе хатӗрленӗрен кӳрентернӗ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 15:12, 12 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Вирьял тение ма тиркерĕн тата?

тӳрлет

Вирьял тение ма тиркерĕн тата? Вирьял чăвашсем темеллеччĕ. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:15, 12 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Кам пӗлет ара сире… Тен, «Вирьял чӑвашсем» тени те кӑмӑла каймӗ. Ҫавӑнпа нейтральнӑйраххине суйларӑм. «Хуть те мĕнле ят пар» тет, анчах чӑннипе хӑть те мӗнли мар иккен :( Маншӑн хуть те хӑшӗ пултӑр, анчах «вирьялла» ҫырни кӑна ан пултӑр. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 15:30, 12 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
Ытларах ҫак термина каласа усӑ кураҫ. Artem Petrov CHV (сӳтсе явни) 12:36, 26 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Анатри чăвашсем — тăхăмла ушкăн

тӳрлет

Чăн малтан Тури тата Анат Енчи (вĕсене ун чух Анатри тенĕ) пулнă.

Хальхи «Анатри» халь «Анат Анчи» (унччен «Анатри» тенĕ) текен ушкăнран пулса кайнă. «Дочерняя группа» теççĕ вырăсла. Çапла вара, тĕп ушкăнсем Тури тата Анат Енчи. Анатри текенни — Анат Енчи текеннин çумçаккийĕ. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:49, 26 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Вернуться на страницу «Вирьял чӑвашсем».