Сӳтсе явасси:Варринелли вăй

Юлашки сообщени: 2 года назад «Акăлчан тракторисчĕ» темӑра Viktor ҫырнӑ

Кун пек ят памалла мар ăна. Кунашкал калас-тăк — пырса та перĕнмелле мар. Вăй тени çумне роман, повесть, эпопея евĕрлĕ япала çыпăçтарса хума кирлĕ мар. Специалиста унашкал «романсем» — ытлашши. Вăл çур сăмахранах ăнкарса илме тивĕç. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:14, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла

Кунашкал каласан тракторист ăнкартса илет. Viktor (сӳтсе явни) 12:19, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла

Сире валли ятарласа... Viktor (сӳтсе явни) 12:24, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла

Вăй тата Хăвăртлану тӳрлет

Варринелли тени вăй çеç мар, хăвăртлану та пур. Варрине туртакан вăй тени — йăнăш, специалист мар сынна тÿрех курăнмасан та. Варрине туртакан хăвăртлану теейместĕн. Ку вара специалист мар çынна та паллă. Центростремительная сила тата центростремительное ускорение. Икĕ ăнлавĕ çумĕнчи ăнлантару сăмахĕсем пĕрех. Чăвашла та пĕрех пулмалла. Çапла пулайманни йăнăшшине тепĕр хут кăтартать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:31, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла

Акăлчан тракторисчĕ тӳрлет

Centripetal force — акăлчанла. Терминăн иккĕмĕш компоненчĕ (пĕрле çырăнать) — лепесток пĕлтерĕшлĕ. Нимĕнле тапни-туртни-чышнисем те çук. Пулма та пултараймасть. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:58, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла

Варрине туртакан хăвăртанни (хăвăртанăвĕ). Viktor (сӳтсе явни) 13:09, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла
Вернуться на страницу «Варринелли вăй».