Сӳтсе явасси:Ĕнчĕ хăлха çаккиллĕ хĕр (ӳкерчĕк)

Юлашки сообщени: 2 года назад Ellodanis5 ҫырнӑ

Ӳкерчĕк — графика меслечĕпе ăсталанă ĕç. Асăннă япала унашкалли мар. Ăна графика меслечĕпе мар тунă. Çавăнпа та çавна ÿкерчĕк темеççĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:41, 22 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла

Ĕнчĕ хăлха çаккиллĕ хĕр тенӗччӗ ятне. Ӳкерчӗк чӑнах та графика. Пирӗн ӳнер ӗҫӗ валли шаблон ҫук. Ку статья ятне улӑштарма кирлех те марччӗ. Енчен те ытти статьясем – фильм тата ыт. те пулнӑччӗ пулсан ӑнлантарма пулатчӗ - ӳкерчĕк е ӳнер ӗҫӗ тесе. --Andreevart (сӳтсе явни) 16:53, 22 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла

Шаблон ҫук пирки скульптурӑна те Ӳкерчӗк шаблонӗпе тума тиврӗ. --Andreevart (сӳтсе явни) 16:55, 22 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)лтанХуравла

Хăшĕ унта никĕсре? Малтан çăмарти пулнă-и е чăххи? Фильм çак карччынран маларах ниепле те пулма пултарайман пуль. Хăшĕ малтан — çавă тĕп ят. Ыттисем — хушма ятсем. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:58, 22 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла

Чӑнах та. Кирлӗ пек ятне улӑштарӑр апла пулсан, килӗшетӗп, манран чару ҫук. --Andreevart (сӳтсе явни) 17:04, 22 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла

Пурĕ те вырăнлă. Карччынпа çăмăлтайланма кирлĕ мар. Viktor (сӳтсе явни) 17:12, 22 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла
Çакăн пек калакансенчен яланах тĕлĕннĕ. США вырăнне АПШ теме юрать те (çăмăлттайланни мар имĕш), чăн-чăн чăвашла калаçма вара юрамасть иккен. Нимĕнле чăваш та нихçан та америккăна АПШ темен, апла калас та çук. Карччын вара кулленхи калаçури ĕмĕрхи сăмах. Ашмарин словарĕнчен (Тезаврус Лингве Чувашорум): <<(карц’ц’ин), картина. Турх. Пит хăрушшăн пăлханса тĕрлĕ карччин тăваççĕ (облака).>> (Юлашки н унта çемçелмест, çавăнпа та ы çырмалла). Ăçта кунта Ашмаринăн çăмалттайлахĕ? США вырăнне АПШ тенинче вара вĕçкĕнлĕх-"çăмалттайлăх" çук мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:28, 22 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла
Каялла ытлах ан пăхăр-ха. Чăваш вырăнне тьаваш теме пуçлăпăр. Суйласа илмелле сăмахсене. Кивĕ ампара куçарсан та, хăшпĕр пĕренине, никĕсне улăштараççĕ. Viktor (сӳтсе явни) 18:36, 22 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла
Пĕтĕмпех суя! Чăваш чĕлхинче нихçан та тьаваш тесе çырман. Пулман ун пек япала. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:39, 23 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла
Вернуться на страницу «Ĕнчĕ хăлха çаккиллĕ хĕр (ӳкерчĕк)».