Сӳтсе явасси:Ĕнентерӳ (математика)
Юлашки сообщени: 6 месяцев назад «Ĕнентерÿ тата Çирĕплетÿ» темӑра Ellodanis5 ҫырнӑ
Термин тӳрлет
Ку термина «Ҫирӗплетӳ» тесе куҫарнӑ. Словарьсенче вӑл ҫапла. Тӗслӗх. Ҫавна май словарьте пур терминпа усӑ курма сӗнетӗп. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 17:39, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Словарьсенче ĕнетерÿ сăмах та пур. Çирĕплетÿ каймасть. Мĕншĕн тесен унăн специфики пур. Специфика вара кунта кирлĕ мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:11, 11 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Кунта та каллех хӑвӑннех перетӗн. Скворцов вара, сан шутупа, санран айванрах пулнӑ, чӑвашла санран япӑхрах пӗлнӗ. Ӗнентерӳ сӑмах ун пуҫне пырса кӗмен… Тӗрӗс маррине суйланӑ. Ҫапла-и? Ачи эс айван мар-ҫке. Нивушлӗ ҫакӑн пек ыйтусем пуҫна пырса кӗмеҫҫӗ? Е чӑн та хӑвна ыттисенчен ӑслӑрах тесе шутлатӑн? Эпӗ хама ун пек шутламастӑп. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:42, 11 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ну мĕн хăрушши пур ĕнентерÿ тенинче? Ху каалашле, пурте пĕтĕмпех тата кашнине (чĕлхе управçине) ăнланмалла. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:48, 11 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
Ĕнентерÿ тата Çирĕплетÿ тӳрлет
Ĕнентерÿ вăл çирĕплетни çеç мар. «Çирĕплетекен» çын чуххăмла та пеме пултарать. Ура тапса, пуçа ухса (с). Ĕнентерÿ вара ятарлă правилăсемпе пулса пырать. Çавна математикăлла логика теççĕ. Карланкăпа е ытти çавнашкал меслетпе «çирĕплетни» ĕнентерÿ пулмасть. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:55, 11 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Вӑт чӑн та, мӗн каласшӑн пулнине ху ӑнлантӑн-ши? Ку икӗ термина пайлас пулсан эп ҫапла пайланӑ пулӑттӑм: ӗнентер — фактсем ҫине таянмасӑр; ҫирӗплет — фактсем ҫине таянса. Ӗнентер — «ӗнен» ӗҫхӗлтен пулнӑ. Ҫирӗплет — «ҫирӗп» паллӑ ятӗнчен («ҫирӗп ту» ӑнлантару йӗркелесе). Доказательство валли хӑшӗ лайӑхрах каять? //ҫакна йӑлт словарьсене пӑхмасӑр ҫыртӑм. Ҫавна май ҫирӗплетейместӗп. Ҫирӗплетмелел пулсан — пӑхса илейретӗп… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:58, 11 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ĕнентерÿ вăл — процесс, çирĕплетÿ — пат! касса татни. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:47, 11 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)