Сӳтсе явасси:Çимĕк
Çимĕк çинчен икĕ статья пулчĕ. Иккĕмĕшĕ çапла:
Çимěк, — чăвашсен уявě. Ку уявра чăвашсем масарсене кайса вилнисене асăннаççĕ. Христиансен тройцăпа пĕр вăхăта килет. Вырăссем тройцăна çавăн пекех пасхăран çиччĕмĕш эрнери кĕçнерникун уявланă пирки семик тенĕ, чăвашсем вăл сăмаха вара усă курнă.
Çимĕке чăвашсем XIII ĕмĕр варринелле уявлама пуçланă, анчах та нумайăш йăли авалхи вăхăтран пуçланса кайнă. Ку уява чăвашсем калăм тата юпа уявĕсенчен нумай йăлана илнĕ. Уявăн виçě уйрăмне палăртма пулать: хĕвелтухăç енчи славянсен язычествинчен, вырăс христианствинчен тата чăвашсен авалхи тĕнĕнчен тухнăскерсене.
Çимĕкĕн перремĕш кунĕ аслă çимĕк ятлă, юлашки — кĕçĕн çимĕк. Аслă çимĕк пуçланичен хĕрарăмсемпе пĕчĕк ачасем вăрмана çӳренĕ, унта темле тĕрлĕ курăксем пуçтарнă. Вăрмантан йывăç тураттисемпе тата шăпăрсемпе таврăннă. Тураттисене кантăксем, алăксем умне çăкнă. Ытларах çухне пилеш тураттисене çакнă. Пилеш туратти усалтан сыхланине ĕненнĕ.
- Тем тумалла ĕнтĕ... Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 04:39, 28 çу 2008 (UTC)
Çимĕк страницӑна сӳтсе явма пуҫла
Сӳтсе яву страницисенче халӑх Википеди контентне мӗнле лайӑхлатмалли пирки канашлаҫҫӗ, сӳтсе яваҫҫӗ. Эсир ку страницӑпа усӑ курса «Çимĕк» страницӑна лайӑхлатас тӗлӗшпе мӗнле улшӑнусем кӗртме май пуррине сӳтсе явма пултаратӑр.