Сӳтсе явасси:Çăва
Масар
тӳрлетЯчӗ чӑн та «Масар» пулмалла — литература чӗлхине вӑл кӗнӗ, «Ҫӑва» мар. Эпӗ хам та тури чӑвашсенчен, хамӑн та «Ҫӑва» теес килет, анчах литература чӗлхине пӑхӑнмалла тесе шутлатӑп. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:02, 26 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Тупрăм çыхăнусене/юпленӳсене. Çăва вырăсла погост (вырăсла çырман-ха статьине) пулать. Вĕсем çырсан, интервикине çавăн çине ямалла. Ял масарĕ çăва пулать вара. Viktor (сӳтсе явни) 21:24, 28 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- «Погост - ҫӑва, кладбище - масар» тени йӑнӑш ҫул. Вӗсем иккӗшӗ те ҫӑва (пирӗннисемшӗн). Иккӗшӗ те «масар» (анатрисемшӗн). Вырӑссем уйӑраҫҫӗ тесе пирӗн вӗсем пек «шухӑшлама» кирлӗ мар. «Погост» ҫинчен питех те кирлӗ пулсан «ял масарӗ» интервики лартма пулать, «ял масарӗ» вара ҫавах «масар» ҫине куҫармалла. Уйрӑм статьясем хатӗрлемелле мар. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 06:59, 30 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Погостпа, çук япалапа, никам та çыхăнтрама шутламасть-ха. Хуть масар те, хуть çăва те — пуриншĕн те паллă. Çăва — тĕрĕк тымартан, масар — арабизм. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:26, 30 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Тӗрӗк е арабизм пулни ҫине мар таянмалла. Литература чӗлхинче «Масар» йышӑннӑ. 46-мӗш автобуспа пынӑ чухне те ҫавна май яланах чӑвашла «Тепӗр чарӑну — Масар» тенине илтме тивет (унччен «Пристанционная» ятлӑччӗ, халь «Кладбище»). Масарӗ таврашӗ анат енче пулин те, пирӗн патра ҫӑвасем кӑна пулин те, литература чӗлхинче «Масар» пулнӑран, чарӑну ятне ҫапла панӑ. Мӗн тӑвӑн — литература чӗлхине ҫак сӑмаха йышӑннӑ та... Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:23, 30 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Погостпа, çук япалапа, никам та çыхăнтрама шутламасть-ха. Хуть масар те, хуть çăва те — пуриншĕн те паллă. Çăва — тĕрĕк тымартан, масар — арабизм. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:26, 30 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- «Погост - ҫӑва, кладбище - масар» тени йӑнӑш ҫул. Вӗсем иккӗшӗ те ҫӑва (пирӗннисемшӗн). Иккӗшӗ те «масар» (анатрисемшӗн). Вырӑссем уйӑраҫҫӗ тесе пирӗн вӗсем пек «шухӑшлама» кирлӗ мар. «Погост» ҫинчен питех те кирлӗ пулсан «ял масарӗ» интервики лартма пулать, «ял масарӗ» вара ҫавах «масар» ҫине куҫармалла. Уйрӑм статьясем хатӗрлемелле мар. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 06:59, 30 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
Манăн Елчĕкри юлташ каланипе, елчĕксем Иран/Персирен тухнă, çавăнпа вĕсен калаçăвĕнче урăхларах сăмах/форма чылай. Ма çăва термин вирьялсен диалектĕнче, ăçтан шăтс тухнă, эпĕ калама пултараймастăп. Viktor (сӳтсе явни) 18:32, 30 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
Синонимсем
тӳрлетМасар тата çăва — синонимсем Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:53, 29 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Синонимсем, анчах литература чӗлхинче «масар» йышӑннӑ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 06:51, 30 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
Ӳкерчӗксем
тӳрлетМан шутпа тата кунта казахсен ҫӑвин пӗр-пӗр ӳкерчӗкне хушмалла. Пит кӑсӑклӑ — хула пек ҫуртсем туса лартаҫҫӗ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:34, 30 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)