Сӑваплӑ Стафан базилики

Сӑваплӑ Стефан базилики, Сӑваплӑ Иштван базилики[3] (венг. Szent István-bazilika) — Будапештри католиксен соборӗ, Венгрин тӗп хулин чи пысӑк храмӗ. Будапешт базилики — Сӑваплӑ Адальберт базиликипе тата Венгри примасӗн сокафедрипе пӗрле Эстергома-Будапешт архиепархин сокафедра соборӗ.

Сӑваплӑ Стафан базилики
венг. Szent István-bazilika
Никӗсленӗ/йӗркеленӗ дата 1905
Ӳкерчӗк
Изображение интерьера
Ят никӗсӗ Иштван I Святой[d]
Патшалӑх
Административлӑ-территориллӗ пай V район Будапешта[d] и Будапешт
Епархи Архиепархия Эстергома-Будапешта[d]
Христиансен литурги йӑли-йӗрки латинский обряд[d]
Халалланӑ Иштван I Святой[d]
Архитеркторӗ Йожеф Хильд[d] и Миклош Ибль[d][2]
Архитектура стилӗ архитектура неоклассицизма[d]
Туса лартнӑ вырӑн Q1034717?
Ҫӳллӗшӗ 96 метр
Официаллӑ сайт bazilika.biz
Вид в ночное время
Сӑваплӑ хӳтӗлекен Иштван I Святой[d]
Элемент интерьерӗн Викиампарти категорийӗ Category:Interior of the Saint Stephen's Basilica (Budapest)[d]
Сӑваплӑ Стафан базилики на карте
Сӑваплӑ Стафан базилики
Сӑваплӑ Стафан базилики
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Пӗтӗмӗшле сӑнласа пани

тӳрлет

Сӑваплӑ Стефан базилики Пештра вырнаҫнӑ, сӑваплӑ Иштван тӳремӗн (венг. Szent István tér) ытларах пайне йышӑнать. Базиликӑна анӑҫран тухӑҫалла выртакан йӗре тӗпе хурса хӑпартнӑ. Базиликӑн тӗп енӗ анӑҫалла пӑхать, Зринья урамӗн (венг. Zrinyi utca) перспективин тулли сӑнне вӗҫлет. Апсида Байчи-Жилински урамнелле (венг. Bajczy-Zsilinszky utca)) пӑхать.

Храм тӑршшӗ — 87,4 метр, сарлакӑшӗ — 55 метр, ҫӳллӗшӗ — 96 метр. Парламент ҫурчӗпе (икӗ ҫурт ҫӳллӗшӗ те пӗрешкелех — 96 метр) пӗрле Будапештӑн чи ҫӳллӗ авалхи ҫуртсен шутне кӗрет. Сӑваплӑ Стефан базилики Эстергомри Сӑаплӑ Адальберт базиликипе тата Эгер базиликипе пӗрле ҫӗршыври чи пысӑк чиркӳсен триади шутне кӗрет.

Храма неоренессанс стилӗпе тунӑ. Планне пӑхсан вӑл пӗртан енлӗ «грек хӗресӗ» евӗр курӑнать. Вӑтам пайӗнчи хӗрес тӗлӗнче, тӗп нефпа трансепт хӗресленнӗ вырӑнта, 96 метр ҫӳллӗш тата 22 метр диаметрлӑ капмар купол вырнаҫнӑ.

Тӗп фасад айккинче икӗ ҫӳллӗ чан тӑрри вырнаҫнӑ. Сылтӑм чиркӳ тӑрринче 9 тонна таякан ҫӗршывӑн чи пысӑк чанӗ вырнаҫнӑ. Тӗп алӑк тӑрринче латынь чӗлхипе Ego sum via veritas et vita («Эпӗ — ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те» Ин 14:6) ҫырса хунӑ.

Интерьерӗ

тӳрлет

Храмӑн стенисемпе колоннисене мраморӑн тӗрлӗ тӗсӗпе капӑрлатнӑ. Шалтан ӑна венгрсен чи лайӑх ӑстисем тунӑ мозайкӑсемпе йышлӑн илемлетнӗ. Алтарь вырнаҫнӑ пайра балдахин айӗнче колоннӑсем ҫинче Алайош Штробль кӳлепеҫӗ хатӗрленӗ Сӑваплӑ Стефан статуйи пур; йӗри-тавра бронзӑран тунӑ пилӗк барельеф вырнаҫнӑ, вӗсем ҫинче унӑн пурнӑҫне сӑнласа ӳкернӗ.

Алтарьтен сулахайра ылтӑн рака пур, унта Сӑваплӑ Стефан ҫӗрми ӳчӗ (сылтӑм алли) упранать. Ҫурлан 20-мӗшӗнче, Сӑваплӑ Иштван кунӗнче, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ракӑна собортан кӑлараҫҫӗ те унпа пӗрле хӗреҫпе ҫӳреме тухаҫҫӗ.

Собора витражсемпе илемлетнӗ, вӗсем ҫинче сӑваплӑ ҫынсене ӳкернӗ. Собор куполӗ ҫинче тӗнчене пултарнине ӳкерсе кӑтартнӑ.

Базиликӑн кун-ҫулӗ

тӳрлет

Собора 54 ҫул хушши хӑпартнӑ. Ӑна 1851 ҫулта тума пуҫланӑ, малтан Йожеф Хильд архитектор проекчӗпе хӑпартнӑ. 1868 ҫулта, храма туса пӗтернипе пӗрех пулнӑ чухне, унӑн куполӗ ишӗлсе аннӑ[4]. Ун хыҫҫӑн храма хӑпартма Миклош Ибле шанса панӑ, вӑл вара ҫӗнӗ купола хӑйӗн проекчӗпе ҫуртӑн пӗтӗмӗшле композицине аван вырнаҫтарса чиперех туса лартнӑ. Храма хӑпартса пӗтерессине Йожеф Каузер вӗҫленӗ, вӑл, тӗпрен илсен, шалти ӗҫсемпе аппаланнӑ.

Собора 1905 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнче сӑвапланӑ. Сӑвапланӑ чухне мероприятие I Франц Иосиф император хутшӑннӑ. 1938 ҫулта XII Пий папа Сӑваплӑ Стефан соборне пӗчӗк базилика хисеплӗ статуспа тивӗҫтернӗ.

Сӑнсен пуххи

тӳрлет

Ӑнлантарусем

тӳрлет
  1. ^ archINFORM (нем.) — 1994.
  2. ^ http://ybl.bparchiv.hu/temak/lipotvarosi-plebaniatemplom-bazilika
  3. ^ Будапешт / А. В. Дрыночкин, В. М. Паппе // Большой Кавказ — Великий канал. — М. : Большая российская энциклопедия, 2006. — С. 290—293. — (Большая российская энциклопедия : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 4). — ISBN 5-85270-333-8.
  4. ^ Базилика Святого Иштвана в Будапеште - самое высокое здание города - Planet of Hotels.

Вуламалли

тӳрлет
  • Сартакова М.С. Венгрия. — М.: Вокруг Света, 2007. — ISBN 5-98652-117-6.
  • А. Сегеди. Базилика Святого Иштвана // Будапешт. Жемчужина Дуная / под ред. И. В. Осанова. — М.: Вече, 2012. — С. 141—143. — 320 с. — 2000 экз. — ISBN 978-5-9533-5872-9.
  Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Базилика Святого Стефана статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.