Сывă пул, патшаçăм

Сывă пул, патшаçăм (фр. Les Adieux à la reine) – франци режиссерĕпе сценарисчĕн — Бенуа Жако фильмĕ. Ку 2002-мĕш çулта Фемина çыравлăх парни çĕнтерсе илнĕ Шанталь Тома романĕ — «Les Adieux à la reine» тăрăх экрансем çине кăларнă историллĕ драмаллă хайлав. Фильм-драма Мария - Антуанетта патша тата 1789-мĕш çулхи утă уйăхĕнче Бастилине илнĕ хыççăн Версальте пулса иртнин пĕрремĕш кунĕсене çутатса парать.

Сывă пул, патшаçăм
Les Adieux à la reine
Фильм постерĕ
Жанр историллĕ фильм-драма
Режиссёр Бенуа Жако
Продюсер Жан-Пьер Герен
Кристина Ларсен
Сценари
авторĕ
Бенуа Жако, Жиль Tоро
Тĕп рольсенче Диана Крюгер
Леа Сейду
Виржини Ледуайен
Ноэми Львовский
Оператор Ромен Виндинг
Композитор Бруно Куле
Тăсăлу 100 мин.
Бюджет $ 7,5 млн
Патшалăх Франци, Испани
Çул 2012
Диана Крюгер 62-мĕш халăхсен хушшинчи кинофестивальте, Берлин, 2012

Ролĕсене вылякансем: Леа Сейду (патша вулаçи Сидони Лаборде), Диана Крюгер (Мария-Антуанетта патша), Виржини Ледуайен (герцогиня Габриэлла де Полиньяк), Ноэми Львовски (мадам Кампан, патша керменĕн майри), Ксавье Бовуа (Луи ХVІ патша), Мишель Робен (архив ĕçченĕ Никола Моро) тата ыт. те. Редакторĕ Люк Барнье тата Нелли Олливо, кинематографийĕ Роман Уиндингăн.

Ăшлăхĕ

тӳрлет

Пулса-иртнине эпир Мария-Антуанетта патшан çамрăк тарçă-хĕрĕ Сидони Лаборде куçĕсемпе куратпăр. 21 çул иртсен, халĕ ĕнтĕ Венаран, Агата Сидони Лаборде асаилевĕсенче иртнĕ çулсене таврăнать.

1789-мĕш çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче пăлханнă халăх Бастилине илнĕ, Наци гвардине никĕсленĕ, юнлă революци пуçланнă, патшан тарçисем хăйĕн хуçисене пăрахса тарнă, анчах çапла пулин те ялтăр çиçекен Версаль ахăрсаманара та хăйĕн патша чаплăхне сыхласа хăварма тăрăшать…

Ролĕсенче

тӳрлет
  • Леа Сейду — Сидони Лаборде
  • Диана Крюгер — Мария-Антуанетта, Франци патши
  • Виржини Ледуайен — Габриэль де Поластрон, герцогиня де Полиньяк
  • Ксавье Бовуа — Луи XVI
  • Грегори Гадебуа — Луи, граф де Прованс
  • Френсис Леплей — Чарльз, граф д'Aртуа
  • Ноэми Львовский — Жанна-Луиза-Генриетта Кампан
  • Владимир Консиньи — Паоло
  • Джули-Мари Парментье — Онорин
  • Мишель Робен — Николя Моро
  • Лолита Шамма — Луизон
  • Марта Кауфман — Алиса
  • Жак Буде — де ля Тур дю Пин
  • Мартин Шевалье — мадам де ла Тур дю Пин
  • Жак Ноло — де Жоливе
  • Серж Ренко — маркиз де ля Шеснай
  • Энн Бенуа — Роз Бертэн
  • Доминик Реймон — Мадам
  • Жан-Кретьен Сибертин-Бланк — де Полиньяк
  • Жак Эрлен — маркиз де Вокулер
  • Пьер Рошфор — тарçă Антонин

Каçăсем

тӳрлет