Суперорганизм

Суперорганизм — питĕ нумай организмран тытăнса тăракан организм. Кулленхи пурнăçра вăл социаллă пĕрчĕ пулать. Кашни чĕрĕ чун специализациленипе ĕç-пуç уйăрăлса пырать, пурĕ те пĕрле пулнипе кăна пурнăçĕ тăсăлма пултарать.

Нумай пин пĕрлелĕхсенче пурăнакан пĕчĕк термитсен пысăк йăви.
Португал пĕчĕк карапĕ, чăн та суперорганизм шутланать, вăл пĕр-пĕрине кĕрсе кайса çыхланса ӳснĕ нумай организмран тытăнса тăрать.

Истори

тӳрлет

«Суперорганизм» термина 1910 çулта американ паллă мирмекологĕ Уильям Мортон Уилер хăйĕн кăткăсем пирки ĕçĕсенче кĕртнĕ[1]. Терминпа яланхилле социаллă хурт-кăпшанкăсен колонисене палăртнă чухне ускураççĕ. Вĕсен ĕçлеве уйăрни хăш чухне питĕ çивĕч, нимле индивидуумăн та унта тăр-пĕччен чылай хушă пурăнма май çук. Кăткăсем — çакнашкал суперорганизмăн паллă тĕслĕхĕ, çав вăхăтрах çарамас çĕр чаваканĕ — паллă эусоциаллă сĕтпе ӳсекенсен тĕслĕхĕ.

Суперорганизма техникăлла палăртни — «коллектива пуçтарăнса килĕшӳллĕ ĕçлеме пултаракан агентсен пĕрлелĕхĕ»[2].

Суперорганизм кибернетикăра тĕпри, тĕслĕхрен, биокибернетикăри тытăмлаканни шутланать, унта ăна валеçĕннĕ ăс-тăн тенĕ.

Çав. пекех

тӳрлет

Литература

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ William Morton Wheeler: The ant-colony as an organism. (A lecture prepared for delivery at the Marine Biological Laboratory, Woods Hole, Mass., August 2, 1910) Journal of Morphology, Band 22 (2), 1911, S. 307—325, DOI:10.1002/jmor.1050220206
  2. ^ Kelly, Kevin Out of control: the new biology of machines, social systems and the economic world. — Boston: Addison-Wesley, 1994. — ISBN 0-201-48340-8

Каçăсем

тӳрлет