Султтанпике
Султтанпике — XIX ĕмĕрти чăваш сăвăçĕ-юрăçĕ. Вăл Эçеркке (халĕ тутарланнă Белые Озерки) чăваш ялĕнче çуралса пурăннă.
Пурнăçĕ
тӳрлетВăл Аслă Услиелĕнчи Паккаш ятлă йĕкĕте юратнă пулнă, анчах та Паккаш хăй çемйипе турккăсем патне куçса кайнă... Султтанпикене Илем шыв тăрăхĕнчи Нарспи теççĕ паянхи чăвашсем.
Султтанпике сăвви-юрри
тӳрлет- Акăшĕ ăçта? — Атăлта.
- Чĕпписем ăçта? — Тинĕсре.
- Атăлпа тинĕс пĕрлешнĕ чухне
- Ас илет-ши акăш чĕппине?
- Ас илет те пуль, ас илмест те пуль —
- Ун юратнă чĕппи урăх пур.
Вуламалли
тӳрлет- Юхма Мишши, "Авалхи чăвашсем", 1996, Шупашкар.
- Архипов Д.А., "Константинопольри чăвашсем".